Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Хусанта ОДКБ çӗршывӗсенчи ют çӗршывсен ӗçӗсен министрӗсем пуçтарăнчӗç

Хусана Раççей Федерацийӗн ют çӗршывсен ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров килсе çитрӗ. Çулçӳрев тӗллевӗ – ОДКБ çӗршывсен ларăвне хутшăнасси.

Паян Хусан Коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх договорӗн организацине (ОДКБ) кӗрекен çӗршывсен ют çӗршывсен ӗçӗсен министрсен канашӗн ларӑвне йышӑнать. Ӗç программине пуçăниччен хӑнасем Çӗнтерӳ паркне çитсе Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин паттӑрӗсене асăнса пуç тайрӗç. Çак пулăм Астăвăмпа хурлану кунӗ умӗн иртни уйрăмах символлă пулчӗ.

Мухтав мемориалӗн колоннадин Ӗмӗрхи çулăмӗ умне чечексем Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, Раççей Федерацийӗн ют çӗршывсен ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров, Беларуçӗн, Казахстанăн, Кăркăсстанăн, Таджикистанăн Ют çӗршывсен министерствисен  пуçлӑхӗсем тата Коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх договорӗн организацийӗн Генеральнӑй секретарӗ Таалатбек Масадыков хучӗç.

Хисеплӗ хӑнасем пуç хунӑ совет салтакӗсене чысларӗç, ун хыççӑн пӗр минут шӑп тӑрса чыс турӗç.   

Çакăн хыççăн делегаци Рустам Миннихановпа тата ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗсемпе пӗрле Хусан Ратушине çул тытрӗ. Лару шăпах унта иртет.

Сăнӳкерчӗк https://rais.tatarstan.ru/pressa сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Заседание министров иностранных дел стран ОДКБ