Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанта «Раççей — Ислам тӗнчи» экономика форумӗ уçăлчӗ

Кăçалхи экономика форумӗ «Казань» Агропромышленность паркӗнче халяль продукцийӗн чи пысăк Kazan Halal Market суту-илӳ площадкине хута янинчен пуçланчӗ. Кунта ислам тӗнчин çӗршывӗсен 4,5 пин тӗрлӗ таварне, апат çимӗçрен пуçласа косметика таранах, тăратнă.

Тутарстанра уçăлнă виççӗмӗш «Фермер утравӗпе» ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа килнӗ хăнасем те паллашнă. Кунта хула çыннисемпе хăнисем вырăнти производительсен продукцине: сӗт юр-варӗ, аш-какай, пулă, тӗрлӗ пылак çимӗç тата ыттине туянма пултараççӗ.

Аса илтеретпӗр, «Фермер утравӗ» проекта Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство корпорацийӗ ТР республика пулăшăвӗпе пурнăçлать.
Тӗпрен илсен «Фермер утравӗ» пӗчӗк ял хуçлăх производителӗсене хăйсен продукцине сутма, çӗршыв рынокне тухма пулăшать. «Казань» агропаркра республикăн тӗрлӗ районӗнчи 30 фермерпа предприниматель хăйӗн продукцине тăратнă та ӗнтӗ.

Вăл хула çыннисемшӗн те меллӗ, вӗсем кунта фермерсен тӗрлӗ апат çимӗçне куллен туянма пултараççӗ.
«Фермер утравӗ» сете паянхи кун 650 ял хуçалăх предприятийӗ хăйӗн продукцине кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество