Хусанта «TIME: Россия – Индия. Взаимная эффективность» бизнес-форум иртрӗ
Халăхсен хушшинчи тӗрлӗ енлӗ форумсем Тутарстаншăн хăнăхнă тата йăлари мероприятисем пулса пыраççӗ. Китайпа Раççей хутшăнăвӗсемпе «Ростки» иртсе кайнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ Индипе бизнес-форум йӗркеленчӗ.
Халăхсен хушшинчи тӗрлӗ енлӗ форумсем Тутарстаншăн хăнăхнă тата йăлари мероприятисем пулса пыраççӗ. Китайпа Раççей хутшăнăвӗсемпе «Ростки» иртсе кайнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ Индипе бизнес-форум йӗркеленчӗ.
Асăннă мероприяти октябрӗн 8-9-мӗшӗсенче Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртрӗ. Çак площадкăра Инди компанийӗсемпе, культурипе анлă куравра паллашма май пулчӗ. Нумайăшӗ киберспорт ăмăртăвӗпе кăсăкланчӗ. Теприсене пӗрремӗш хутра пыракан Тутарстанпа Инди артисчӗсен пӗчӗк концерчӗ интереслӗ пулчӗ.

Сăнӳкерчӗк: Рустам Афлятунов/Фотохост-агентство ТАСС. https://time-forum.tass «TIME: Россия – Индия. Взаимная эффективность» бизнес-форумăн пӗрремӗш кунӗ
«TIME: Россия – Индия. Взаимная эффективность» (TIME чăвашла вăхăт тесе куçать) – çапла ят панă форума. Вăл Раççейӗн – 30, Индин 22 регионӗсенчен представительсене пуçтарчӗ.
Ӗç программин тӗп мероприятийӗ яланхилле – пленарлă лару. Ăна ТР Премьер-министрӗ Адексей Песошин уçрӗ. Вăл палăртнă тăрăх, Раççейпе Инди хушшинчи тавар çаврăнăшӗ 2019 çултанпа çирӗппӗн ӳссе пырса 359,4 миллиард долларпа танлашнă. Çакна спикерсем БРИКСăн аталанса пыракан ӗçӗпе çыхăнтарчӗç. (Аса илтеретпӗр, БРИКС Петербургри экономика форумӗнче 2009 çулхи июнь уйăхӗнче ун чухне БРИК ятпа йркеленнӗ. Аббривеатурăри саспаллисем çӗршывсен ячӗсемпе çыхннă). Çак çулсен хушшинче БРИКС çӗршывсен хушшинчи авторитетлă организаци пулса тăчӗ. Индипе Раççейӗн бизнес-форумӗнче çакна час-час асăнчӗç, çав шутра икӗ çӗршывăн журналисчӗсен çавра сӗтел ӗçӗнче те.

Сăнӳкерчӗк: Роман Кручинин Роман/Фотохост-агентство ТАСС. https://time-forum.tass Пленарлă лару вăхăчӗ
Хусанта Инди консульстви уçăлать
Раççейпе Индин дипломати хутшăнăвӗсем 1947 çулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче йӗркеленнӗренпе паян кунччен ăнăçлă пурнăçланса пыраççӗ. Çакна палăртса ТР Премьер-министрӗ Тутарстан предприятийӗсемшӗн Инди рынокне тухма интереслӗ пулнине каларӗ. Нумай предприятин Индире ӗçлӗ партнерӗсем пур, сăмахран, КАМАЗăн, «Татспиртпромăн». Алексей Песошин сăмахӗпе, ӗçлӗ хутшăнусене аталантарасси логистикăран нумай килет. Çавăнпа Тутарстанпа Инди хушшинче тӳрӗ авиарейссем кирлех терӗ вăл. Инвестицисем енӗпе те пит мухтанма çуккине асăнчӗ Премьер-министр. Гуманитари хутшăнăвӗсем пирки каласа вӗрентӳ сферинче студентсемпе ылмашăну аван пурнăçланнине палăртрӗ.
РФ Суту-илӳпе промышленность палати çумӗнчи Индипе хутшăнусен Ӗç Канашӗн пуçлăхӗ Сергей Черемин палăртнă тăрăх, çӗршывсен бизнес-çаврăмӗсене хутшăнусене анлăлатасси интереслентерет. «Ку çулта кăна тӗрлӗ площадкăсене 50 ытла мероприяти иртрӗ. Чи пысăкки Мумбайра. Хамăр та шутламан вăл çапла пысăк пуласса. Раççейпе Индин 1 пин ытла компанийӗ хутшăнчӗ унта», – терӗ вăл.

Сăнӳкерчӗк: Роман Кручинин Роман/Фотохост-агентство ТАСС. https://time-forum.tass Пленарлă лару вăхăчӗ
Индин Раççейри Чрезвычайлă тата полномочилле посолӗ Винай Кумар Хусанта Индин консульстви йӗркеленни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Раççейре экономика аталанăвӗпе лидер-регионта вăл пулмаллах ун шучӗпе. «Раççейӗн Тутарстан пек вăйлă регионӗсемпе ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени Инди экономикишӗн çеç мар çӗршыв пуласлăхӗшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Индин ӗç рынокӗнче пӗрле ӗçлессин малашӗ те пысăк. Сирӗн пысăк компанисем пирӗн çӗршывăн производствине инвестицилеме пултараççӗ. Инди энергетика, фармацевтика, тӗрлӗ услугăсен сфери енӗпе интереслӗ. Инди кадрсен ресурсӗсемпе те пуян. Сирӗн хăш-пӗр компанисем пирӗн производствăна кӗме пултараççӗ те ӗнтӗ», – терӗ Винай Кумар.
Инди Правительствин министерствин (вăл вӗрентӳпе, йăлари медицинăри тӗпчевсемпе тата аталанăвӗпе ӗçлет) секретарӗ Раджеша Кумар Котеча Тутарстанпа Индие медицинăра пӗр-пӗрин опычӗпе ылмашăнма сӗнчӗ. «Эпир çак енӗпе пысăк пуласлăх куратпăр. Ку пирӗн çӗршывсемшӗн усăллă пулӗ», – палăртрӗ секретарь. Сăмах май, ТР Раисӗпе тӗл пулсан Раджеш Кумар Котеча Хусанта Индин спа-салонне уçма сӗннӗ.
Хамăр туса хутăмăр
Ӗç программи çакăнпа çеç вӗçленмерӗ. Икӗ кун хушшинче тӗрлӗ темăпа секцисем, компанисен икӗ енлӗ тӗлпулăвӗсем, çавра сӗтел ӗçӗсем иртрӗç. Енсем уйрăмах информаци технологийӗсем, искусствăлла интеллект, кинопроизводство, медицина, вӗрентӳ енӗпе пӗрле ӗçлесси интереслӗ пулнине палăртрӗç. Калас пулать, Инди искусствăлла интеллектпа ӗçлессипе самай пысăк утăмсем тăвать. Кун пирки октябрӗн 9-мӗшӗнче ТР Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина та палăртса хăварчӗ.

Сăнӳкерчӗк: Нафис Сиразетдинов /Фотохост-агентство https://time-forum.tass ТАСС Талия Минуллинапа пресс-конференци.
Ун сăмахӗпе «TIME: Россия – Индия. Взаимная эффективность» бизнес-форума Раççейпе Инди енчен ырланине нумай илтрӗмӗр. Ăна 2026 çулта та ирттерме сӗнеççӗ. Унччен пирӗн предпринимательсене Инди рынокне тухма ăнăçлă площадка тупаймарăмăр. Çавăнпа эпир ăна хамăр туса хутăмăр. Ку площадка Раççей Президенчӗ Владимир Путинпа Индин Премьер-министрӗ Нарендра Моди лартнă задачăна татса пама та пулăшать. Вӗсем 2023 çул тӗлне çӗршывсен хушшинчи тавар çаврăнăшне 100 миллиард доллара çитерме калаçса татăлчӗç. Ку ӗçе провинцисемпе регионсен те хутшăнмаллах», – терӗ Талия Минуллина журналистсемпе тӗл пулсан.
Сăнӳкерчӗксем: Р.Кручинин, Нафис Сиразетдинов, Рустам Афлятунов, ТАСС агентствăн фотохосчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев