Хусанти V Çамрăксен глобальлӗ саммитне 40 çӗршывран делегатсем килмелле
Хусанти Çамрăксен глобальлӗ саммичӗ çамрăксемпе ӗçлессипе, вӗрентӳпе культура тата медиа сферăсенче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли вӗрентӳ тата эксперт площадки пулса тăрать. Саммит хэд-лайнерӗ – 2007 çулта Нобелӗн тăнăçлăх премине тивӗçнӗ лауреачӗ Раэ Квон Чунг.

Саммитăн тӗп участникӗсен шутӗнче 2007 çулта Нобелӗн тăнăçлăх премине тивӗçнӗ лауреачӗ Раэ Квон Чунг килет. Вăл вӗрентӳпе тата глобальлӗ улшăнусен вăхăтӗнче кадрсем хатӗрлессипе ток-шоу йӗркелет. Вăл августăн 28-мӗшӗнче Уникаллă пултарулăх центрӗнче (ЦУМ – Центр уникального мастерства) пулать, пӗлтерет «Татар-информ» ИА «Ведомости» хыпарӗсем çине таянса.
Пӗтӗмпе 5 тӗлпулу иртет. Пӗрремӗшне калаçас пултарулăхпа сасă лартассипе онлайн-шкул йӗркелӳçи, коммуникаци эксперчӗ тата инфлюенсер Седа Каспарова уçать. Вăл «Коммуникаци пуласлăх компетенцийӗ: мӗнле майпа улшăнусен тапхăрӗнче хăвăр çинчен пӗлтересси» темăпа мастер-класс ирттерет, унтан Раэ Квон Чунг ток-шоуне хутшăнать.
Мастер-класра Каспарова искусствăлла интеллект тапхăрӗнче те кирлӗ пулса юлакан хăнăхусем çинчен каласа парӗ, калаçу пулăшнипе идейăсене мӗнле майпа ӗçе çавăрмаллин вăрттăнлăхӗсене те уçӗ. Çынсене пӗрлештерес тӗллевпе мӗнле калаçмаллине, информацие мӗнле çитермеллине пӗлӗç мастер-класа хутшăнакансем.

Раэ Квон Чунг ирттерекен ток-шоу çамрăксемшӗн питӗ усăллă пулмалла. Сăмах май, хаклă хăна Климат улшăннипе çыхăннă Правительствăсен хушшинчи ушкăн шутӗнче тăрать, Инчхонри наци университечӗн хисеплӗ профессорӗ, «Глобальлӗ энерги» премин халăхсен хушшинчи комитечӗн председателӗ тата Кăнтăр Корейăри Ban Ki-Moon Foundation организацин директорӗ. Спикерсен шутӗнче Сауд Аравийӗн Королевствин çыхăнупа информаци технологийӗсен министр çумӗ, Наци ИТ-академин директорсен канашӗн пайташӗ Сафа Аль-Рашед, акăлчан чӗлхине вӗренессипе Novakid СЕО онлайн-платформине йӗркелекенсенчен пӗри Максим Азаров та пулаççӗ. Ток-шоу ӗçне «Что? Где? Когда?» знатоксен командин капитанӗ тата Befree брендăн Co:Create HUB кураторӗ Алена Повышева йӗркелесе ертсе пырӗ.
Программăра хальхи наци культурин фестивалӗ те пур
Калас пулать Хусанти V Çамрăксен глобальлӗ саммичӗ августăн 26 – 30-мӗшӗсенче иртет. Тӗп тема – «Глобальлӗ улшăнусен вăхăтӗнчи вӗрентӳ: ăнăçлă аталану валли кадрсем». Саммита 40 çӗршывран 250 делегат килмелле. Çавсен шутӗнче – çамрăксен ӗçӗсемпе, ӗç, культура, вӗрентӳпе наука ведомствисен ертӳçисем, халăхсен хушшинчи организацисен, аслă шкулсен представителӗсем, экспертсем, çамрăк лидерсем тата инфлюенсерсем.
Программăра хальхи наци культурин фестивалӗ те пур. Вӗсем хулан уçă площадкисенче иртеççӗ.
Саммит йӗркелӳçисем:
- Тутарстан Правительстви,
- Раççейӗн Наукăпа аслă вӗрентӳ министерстви,
- Ислам сотрудничествин организацийӗ
- Хусан федераллă университечӗ. Паллах, ку ӗçрен ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствипе «Движение первых» юхăм, Çамрăксен дипломатийӗн академийӗпе ТР Çамрăксен центрӗ те айккинче юлман.
Хусанти Çамрăксен глобальлӗ саммичӗ çамрăксемпе ӗçлессипе, вӗрентӳпе культура тата медиа сферăсенче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли вӗрентӳ тата эксперт площадки пулса тăрать. Çуллен унта çамрăксене пырса тивекен чылай кирлӗ те çивӗч ыйтусене сӳтсе яваççӗ, идейăсемпе ылмашăнаççӗ.
Салават Камалетдинов («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев