Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ыран Хусанта Туслăх парачӗ!

Парадра чăваш хӗрӗсем хусансемпе хăнасене масмак тума вӗрентеççӗ.

Июнӗн 12-мӗшӗнче Хусанта М.Горький ячӗллӗ паркра Халăхсен туслăх парачӗ пулать. Унта наципе культура пӗрлешӗвӗсем республикăра пурăнакан мӗнпур халăхăн культурипе паллаштараççӗ. Уяв парачӗ ирхине 11 сехетре пуçланать.  Çамрăксен юхăмӗсен хастарӗсем хăнасемпе пӗрле парка кӗмелли вырăнтан пуçласа тӗп сцена патне çити утаççӗ. Кунта пысăк концерт пулать, унта паллă артистсем, пултарулăх ушкăнӗсем тӗрлӗ  халăх юрри-ташшине юрлӗç. Хусансене «Прогульщики»  артисчӗсем те саламлаççӗ. Шатерсенчен тунă нацисен «çурчӗсенче» тӗрлӗ халăх культурипе паллаштаракан мастер-классем  ирттерӗç.  Парадра чăваш çамрăкӗсем те хастар хутшăнса тăван халăх культурипе туллин паллаштарӗç.  Хусансемпе хăнасене «Аталан» чăваш çамрăкӗсен хастарӗсем масмак ăсталама вӗрентӗç.  Хусан чăвашӗсене пурне те Парада килме чӗнетпӗр. («Аталан» ушкăнăн сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество