Ӗçлӗ ыйтусене татса пама ăнăçлă вăхăт çитрӗ
Ӗçри хирӗçӳсем те, хӗрӳ лару-тăру та туххăмрах вӗçленеççӗ. Патшалăх органӗсемпе çыхăнакансен те ăнăçать. Ку эрнере ӗç сӗнекенсем тупăнӗç, çухалса ан кайăр, условийӗсем килӗшсен ан хирӗçлӗр.
ТАКА 21.III – 20.IV
Эрнене çывăх çынсемпе ирттерни лайăх. Арçынсен çемьене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Хӗрарăмсем çӗнӗ проектсене «пуçӗпех кӗрсе ӳкни» харама кайӗ, пурпӗрех усă кӳмӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тытăннă ӗçсене вӗçлемелле, çӗннине пуçăнма ан васкăр, пӗлӗшӗрсемпе çыхăнăр. Арçынсен çӗнӗ çынсемпе паллашнă чух асăрханмалла, парăмсене тавăрмалла. Хӗрарăмсен пӗлӳ, опыт сахалраххипе намăс курас хăрушлăх пур.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI
Кăмăлăр япăххине курсан, эсир чирлине пӗлсен çывăх çыннăрсем сивӗнӗç. Арçынсен ку эрнере юсав ӗçӗсене тытăнмалла мар, малтан тӗплӗн хатӗрленсе çитмелле. Хӗрарăмсен сывлăхне ытларах тимлӗх уйăрмалла, сиенлӗ йăласене пăрахмалла.
РАК 22.VI – 22.VII
Çӗнӗ ӗçе пуçăнма ăнăçлă вăхăт, хуçалăхри ыйтусене татса пама лайăх. Арçынсен ӗçлӗ тӗлпулусенче кирлӗ çынсемпе паллашас шанăç пысăк. Хӗрарăмсен вăйӗ-халӗ иксӗлми, ӗçе пуçăнсан халичченхи пек мар çăмăллăн ӗçлетӗр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче ăнăçу сирӗн енче, ан хăратăр çеç ăна. Арçынсене коммерципе аппаланни усă парать, услам кӳрет. Хӗрарăмсен тунă ӗçсене тишкермелле, çывăх çынсемпе чуна уçса калаçмалла тата пуçланă ӗçсене ӗçлемелле.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку эрнере эсир «вăя ниçта хума» пӗлместӗр, çавăнпа шутланине эрне вӗçлениччен пурнăçлатăр. Арçынсен çак кунсенче йăнăшасран питӗ асăрхануллă пулмалла, уйрăмах ӗçре. Хӗрарăмсен хуçалăхри ӗçсене пурнăçлассипе вăхăта ирттермелле.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Эрне кичеммӗн иртет – пӗр хăнăхнă ӗç васкамасăр кунран кун пырать. Анчах вăл та кирлӗ. Арçынсен коммерцире ăнать. Хӗрарăмсен пурнăçӗ самай улшăнать, анчах лайăххи кăна пулать тесе хăвăра ан йăпатăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ăнланмалла мар кунсем сирӗншӗн: е вăя ниçта хума çук, е шутланине пурнăçлама хал çитейменнипе депресси. Арçынсем карьера пусмипе çăмăллăнах улăхӗç. Хӗрарăмсен çемйинче савăнăçлă лару-тăру, юрату, ăнлану.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çивӗч ыйтусенчен тепле пăрăнас тесен те хăвăрăнах татса пама тивет. Арçынсен эрнен пӗрремӗш çурринче пуçланă ӗçсене вӗçлемелле, тахçантанпа кӗтекен ырă хыпара илетӗр. Хӗрарăмсен çак кунсенче харкам ыйтусене татса памалла, ӗçтешсемпе хутшăнни те аван.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ӗçри пысăк улшăнусене пула сирӗнтен хăшӗсем пач урăх тӗрлӗ ӗçе куçма тивет. Арçынсене финанс лару-тăрăвӗ пăшăрхантарать. Хӗрарăмсем сывлăхӗ хавшама пуçланине асăрхаççӗ. Çӗнӗ пӗлӗшӗрсен канашӗсен витӗмӗпе йăнăш тăватăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Суя канаш паракансен сăмахӗ хыççăн кайса çынсемпе хирӗçесрен асăрханмалла. Арçынсене кану кирлӗ, çутçанталăк ытамне «чăммалла». Эрнен иккӗмӗш çурри сирӗншӗн япăхрах иртет. Хӗрарăмсен тăванӗсемпе çывăх çыннисене ытларах тимлӗх уйăрмалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Кăмăл выртман çынсемпе пачах калаçмалла мар. Эрнен пӗрремӗш çурринче арçынсене пуçлăхпа, ӗçтешӗсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр пулать. Çын элекӗсене, ултавӗсене пула хӗрарăмсем çинчен суя сăмах сараççӗ, çитӗнӗвӗсене ăмсаннипе çапла-тăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев