Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Çӗнӗ паллашусем ӗçлӗ сӗнӳсем кӳрӗç

Пирӗн туйăмсем ку эрнере нихăçанхинчен çивӗч, эмоцисем ейӗве тухнă çурхи шывсене аса илтереççӗ. Хутшăнусенче ку çӗнӗ, телейлӗ тапхăр пуçланнин палли. Çӗнӗ паллашусем ӗçлӗ сӗнӳсем кӳрӗç. Киле пӗр-пӗр чӗрчун илесси çинчен те шутлар. Кӗçнерникунтан усламçăсен ӗçӗсенче çитӗнӳ пулать.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Пурнăç урăм-сурăм та пулать. Кăна çак кунсем аса илтереççӗ. Шав хăвăрăн нуша çинчен шутласа, кулянса ыттисемпе хăвăра эгоистла тыткаланине те асăрхамастăр. Кама-тăр усал тусан сиенӗ хăвăра лекӗ. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Ку эрнере сире ӗçлӗ тӗлпулусенче, килӗшӳсем тунă чух ăнăçать. Паллах, эсир ку тапхăрпа туллин усă курса юласшăн. Апла пулин те сывлăхăра тимлӗр. Халь пуçланакан чир вăрăма тăсăлать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ку эрне сирӗншӗн йывăр вăхăт пулать, нумай ӗçлеме тивет. Çавăнпа çăлтăрсем чăтăмлăрах пулма хушаççӗ, чунри лăпкăлăха ан çухатăр, таврари çынсем çине çиллӗре ан хăвалăр. Пулăшу ыйтма нихăçан та ан именӗр.

РАК 22.VI – 22.VII 

Интереслӗ, тупăшлă пулассăн туйăнакан проектпа ытлашши кăсăкланни сире ытти ӗçрен уйăрать. Асăрхануллă пулăр, халиччен вăй хурса пухнă укçа-тенкӗре çухатасран шикленӗр. Теветкеллениччен кашни утăма шутласа тумалла.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Ку эрне çитӗннисемшӗн уйрăмах ăнăçлă иртет. Енчен те эсир тахçантанпах çулçӳреве каясшăнччӗ-тӗк, çак кунсем билетсем туянма меллӗ. Çул çинче нумай интереслӗ çысемпе паллашатăр, анчах асăрхануллă пулăр. Çынна шанни хăш чухне пире сиен кӳрет.

ХӖР 23.VIII – 22.IX

Ăнăçу нихăçанхинчен çывăх, алла тăссанах тытассăн туйăнать. Анчах çакна шанма хушмаççӗ çăлтăрсем. Вак-тӗвек ыйтусене çăмăллăн татса паратăр. Çакна кура çăмăлттайланса пӗр-пӗр авантюрăна кӗрсе каясран асăрханăр.  

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ку эрнерен пурнăçăрта романтика ярăмӗ пуçланать, паллах, ку хăвăртан килет. Мӗншӗн тесен сирӗнте юрату хӗлхемӗ чӗртес этем çывăхрах – кӳршӗ-и вăл, ӗçтеш-и е пӗрле вӗренекен, автобусра юнашар ларакан пассажир-и – тимлӗнрех пăхăр хăвăр тавра. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Сывлăх çине çăмăлттайла пăхасран асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. Хăвăра хăвăр массаж тăвăр е профессионалсем патне çитӗр. Шыва кӗни, ӳт-пӗве сивӗ шывпа пиçӗхтерни усăллă пулӗ. Енчен те мăшăрăрпа сывă пурнăç йӗрки çине куçсан тата лайăхрах. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Пӗлӳ илме, çӗнӗ ӗçе хăнăхма тăрăшмалла çак кунсенче. Маларах çак эрнене палăртнисене пурнăçламалла. Çӗнӗ проекта пуçăнассине, нумайлăха планлассине урăх вăхăта куçарăр. Çавăн пекех командировкăсене çӳренине, çулçӳреве тухассине çăлтăрсем ырламаççӗ. Çул çинче асăрхануллă пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Эрне тӗлӗнтермӗшсемпе палăрӗ. Тен, эсир тӗшмӗше пит ӗненме пуçланă? Иллюзисем ӗçре те, финанс операцийӗсем тунă чух та йӗркене йăлт пăтратаççӗ. Çавăнпа çак кунсенче кăткăс ыйтусем çине хурав шырамалла мар. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Ку эрнере хăвăрта ырă улшăнусем асăрхатăр. Эсир илӗртӳллӗ пулни, сирӗн хыççăн хаш сывласа ӗмӗтлӗн пăхса юлакансем пуррине пӗлни хăвăра хăюллăрах пулма май парать. Çак кунсенче çынсемпе паллашнинче нимӗн япăххи те çук, вӗсем шăпана ырă витӗм кӳрӗç.  

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çӗннине йышăнма хатӗр эсир. Мӗн вăл? Çăлтăрсене тӗпчесси-и, наука ӗçӗсем çырасси-и е психологи? Кунта чи пӗлтерӗшли – ӗмӗтленме пулăштăр, хăвăра ӗненме хавхалантартăр.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп