Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Ку эрнере савăнмалли те, кулянмалли те пулать. Пӗтӗмӗшле илсен эрне ăнăçлă иртет, уйрăмах улшăнусене йышăнма хатӗррисемшӗн. Чăрмавсем сиксе тухсан пуçа усма кирлӗ мар, йывăрлăхсене çӗнтермелӗх пӗлӗвӗр çитет, вăй-халăр пур.

ТАКА 21.III-20.IV 

Эрне интереслӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ пулăмсемпе пуян. Çак кунсенче эсир питӗ пуçаруллă, иксӗлми вăй тапса тăнине туятăр хăвăрта. Ку сире çитӗнӳ тума пулăшать, харкам пурнăçра та хутшăнусене лайăхлататăр. Асăрхануллă пулăр, чикӗрен ан иртӗр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Улшăнусем нумай, чылай çӗнӗ проекта пуçăнма шанăç пулать. Ан манăр, мӗн-тӗр улăштарас тесен самай тăрăшмалла, вăй хумалла. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак кунсенче финанс операцийӗсемпе ӗçлекенсен ытти чухнехинчен асăрхануллăрах пулмалла. Тен, сирӗн шутланинчен самай ытларах тăкакланма тӳр килет, тен, шутламан çӗртен укçа тӳлеме тивет. Çакăншăн хăраса ӳкме кирлӗ мар, ыйтăва ăнăçлăн татса пама опытпа, пӗлӳпе усă курăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Питӗ ăнăçлă эрне сирӗншӗн. Шутланине пурнăçлама ума лартнă тӗллев патне çитме май пулать çак кунсенче. Кану çинчен, профилактика мерисем çинчен ан манăр. Çывăх çыннăрсене çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла, хутшăнусем çирӗпрех пулаççӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Халь харкам хутшăнусене ытларах тимлемелле. Çывăх çынсем сире ăнланми пулса пыраççӗ курăнать, çакна пулах хирӗçӳсем тухаççӗ. Чăтăмлăрах пулăр, пӗр-пӗрне итлеме вӗренӗр. Компромисс çинчен ан манăр, хисеплӗр пӗр-пӗрне. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ӗçре йывăрлăхсем сиксе тухсан хыпăнса ӳкме кирлӗ мар, васкаса йышăну ан тăвăр. Интуици вăйлă сирӗн, опыт пысăк, çавсемпе усă курăр. Пулăшу кирлӗ-тӗк ӗçтешӗрсенчен ыйтăр, пуçлăхран ыйтма та ан именӗр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Пӗр-пӗр ыйтупа йышăну тунă чух асăрхануллă пулăр. Ан васкăр, кашни иртен-çӳрене ан шанăр. Мӗн-тӗр тăвиччен пуç тавра лайăх шутламалла, ăнсăртран персе янă сăмахшăн та явап тытма тивет. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ӗçре те, харкам пурнăçра та çак кунсенче пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Теветкелленме, экспериментсене хутшăнма ан хăрăр. Эсир креативлă пулни тата хăватлă интуици ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама пулăшӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Вăй-хал та пур, ӗç тума та хавхаланатăр. Халь эсир нумай ыйтăва татса параятăр, карьерăра çитӗнӳсем тăватăр. Кану çинчен ан манăр —ӗçлекен çыннăн канмалла та, харкам пурнăçа та астумалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Пӗр-пӗр йышăну тăвиччен: «Çиччӗ виç те пӗрре кас», — тенине аса илӗр. Хуть мӗнле ӗçе пуçăниччен тӗрлӗ енчен пăхмалла — мӗнлерех тусан ăнăçуллăрах пулать. Хăвăр тӗллӗн пурнăçлама кăткăс-тăк опытлă ӗçтешӗрсенчен пулăшу ыйтăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Таврари çынсемпе хутшăннă чух асăрхануллă пулăр. Кашни çынна ан шанăр, вăрттăнлăхăрсене уçма ан васкăр. Сăмаха шутласа калаçăр, мӗн-тӗр тума тытăнсан васкама кирлӗ мар. Эсир кама-тăр кӳрентерме пултаратăр е сире ăнланмӗç. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Сывлăхăра ытларах тимлӗх уйăрмалла çак кунсенче. Ал вăйӗпе тумалли ӗçсемпе сывлăхăра ан хавшатăр, тӗрӗс апатланăр. Спортпа е йогăпа аппаланма вăхăт тупăр. Çапла майпа канса та илӗр, кăмăлăр та лайăхланӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп