Эрнелӗх гороскоп 05.11 – 11.11
СКОРПИОНĂН харпăр пурнăçра, çемьере пуçарулăха мăшăра памалла.ТАКАСЕН çӗнӗ тӗллевсем çуралаççӗ...
ТАКА 21.III – 20.IV Çӗнӗ тӗллевсем çуралаççӗ, пурнăçлас тесе талпăнма тытăнатăр. Шухăшсемпе пуçтарăнса план тумалла, вăй пуçтармалла. Палăртнă ӗçре çитӗнӳ тума пултаратăр. Ăнсăртран çуралнă юрату туйăмӗсене пысăк тимлӗх ан уйăрăр, нумая пымӗ. Çул çӳреме аван вăхăт.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Тахçанах палăртнă ӗçсене тимлӗх уйăрмалла, çитес «кӗрешӗве» лайăх хатӗрленӗр. Усăллă çыхăнусем йӗркелеме пӗлни халӗ нихçанхинчен кирлӗрех. Вак-тӗвекпе ан пăтранăр. Ку эрнере пӗр-пӗр проекта е ӗçе нумай вăхăта инвестицилесси ăнать. Юратура ан улталăр, пурпӗрех çиеле тухӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Шел пулин те, вăй-халăра ырă ӗçсем çине кăна ямастăр. Кӳрентернишӗн, çилленнипе тавăрас килни ярса илӗ, ку туйăмсене хирӗç тăма пӗлӗр. Укçа-тенкӗпе, ӗçпе çыхăннă кирлӗ ӗçсене çывăх вăхăта хăварăр. Юратури интригăсем те ăнăçупа вӗçленмӗç. Мăшăрпа, савнипе чуна уçса калаçни усăллă пулӗ.
РАК 22.VI – 22.VII Мӗн чухлӗ вăйлăрах та ирӗклӗрех пулса пыратăр, çавăн чухлӗ мăшăрăр туйăмӗсене хускататăр. Халӗ эсир пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланатăр. Ӗçтешсемпе хутшăнусем те майлашăнса пыраççӗ, авторитет ӳсет. Ӗмӗтленнӗ япалана туянни кăмăла çӗклӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Пур енӗпе те лайăх эрне, мӗнле-тӗр пысăк çын сире хăй «çунатти» айне илме хатӗр. Тахçанах «шакканă» алăксем тинех уçăлаççӗ. Ӗçсем аван йӗркеленсе пыраççӗ, çӗнӗ клиентсем тупăнаççӗ, вӗсемпе пӗрле пысăк укçа та кӗрӗ. Юратури хутшăнусем телей кӳрӗç.
ХӖР 24.VIII – 23. IX Ку эрнере юратнă çынпа хутшăнусене ан çивӗчлетӗр, хăвăра ытлашшипех хуçалла тыткалатăр. Юрату хӗрӳлӗхне туяссишӗн çунатăр, çавăнпа кӗвӗçетӗр те. Кил-çуртпа çыхăннă ыйтусене татса пама тивӗ. Хут ӗçӗсемпе тимлӗрех пулăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X Çак вăхăтра мăн ӗмӗтлӗ плансем пурнăçланма пултараççӗ. Çавăнпа пурнăçран мӗн кӗтнине питӗ те татăклăн палăртмалла. Ăнсăртран шăнкăравлани, ӗлӗкхи туспа тӗл пулни пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултарать. Ӗçре пултарулăха кăтартса пуçлăхсен тимлӗхне лекме майсем пулӗç.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Тӗрлӗ мыскарасемпе, романтикăлла тӗлпулусемпе пуян пулнă хавхаллă отпуск хыççăн ӗç кунӗсем те çавăн пекех пулӗç. Профессири пултарулăха тивӗçлипе хаклӗç. Идейăсене çырса пырса плансем тума тытăнăр. Харпăр пурнăçра, çемьере пуçарулăха мăшăрăра парăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ӗçре яланхи пекех лидер вырăнӗнче пулатăр. Творчествăлла çӗкленӳллӗ кăмăла кирлӗ çӗре ярăр. Ку эрнере пысăк укçа ӗçлесе илме пултаратăр. Анчах асăрхануллă пулăр, эсир камăн-тăр çулне пӳлме пултаратăр, кăна вара каçармӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Кирлӗ çынсене лайăх енӗрсемпе илӗртетӗр, çавăнпа килте ан ларăр, ытларах тухса çӳрӗр. Ӗçлӗ тӗлпулусем карьерăпа ӳсме пулăшӗç, çӗнӗ проектсем вара çитӗнӳсем тума хавхалантарӗç. Юратура чăтăмлăрах пулăр, качча каяс, авланас текенсен савнийӗсене васкатмалла мар.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ку эрнере килтисене ытларах тимлӗх уйăрма май пулӗ, хăвăр та тинех канма пултаратăр. Анчах юратнă çын ытлашши канма памӗ. Вăл сире татăклă утăм тума хавхалантарӗ, хăш-пӗри çемье çавăрма шутлӗ, мăшăрсем ача çуратасси çинчен шутлама пуçлӗç.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Пӗрремӗш вырăнта сирӗншӗн юрату пулӗ, туйăмсем çивӗчленни хăвăра та тӗлӗнтерӗ. Ӗçре малашлăхшăн пӗлтерӗшлӗ майсем пулӗç, анчах кун çине кăшт çăмăлттайрах пăхатăр – юратăва пула ӗнтӗ. Эрне вӗçнелле шанса панă ӗçсене тума пултарнине çирӗплетме тивӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев