Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Раксене хӗтӗртекенсен сăмахӗсем хыççăн кайма хушмаççӗ çăлтăрсем. Ухăçăсем эрнекун кашни сăмахăра шутласа каламалла.

ТАКА 21.III-20.IV
Эрне вӗчӗрхенӳллӗ иртет. Пуçланă ӗçе пӗччен вӗçлеме йывăр пулать, пулăшу сӗннине йышăнăр. Ӗçтешӗрсемпе хирӗçӗве ан кӗрӗр, компромисс шырăр. Хăш чух принципсенчен кăшт чакни çынна усă кӳрет, асра тытăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Çитӗнӳ тăвас тесен ӗçри ыйтусене татса парасси çине пусăм тумалла. Сăпайлăх нихăçанхинчен ытла илем кӳрет, усă парать сире. Вăрттăнлăхсене тытма çăмăл мар, анчах çынна каласа парсан хăвăрăнах ӳкӗнме тивӗ, ыттисене те хур тăвăр çакăнпа. Ытларикун ӗçе пуçăниччен тӗплӗн шутламалла. Кӗçнерникун ӗçлӗ тӗлпулусем ан палăртăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Ӗçӗрте ырă улшăнусем пулаççӗ. Сирӗн шалăвăра ӳстереççӗ, хăвăра меллӗ графикпа ӗçлеме ирӗк параççӗ. Ӗçлӗ калаçусем мӗнле вӗçленесси эсир сăмахсене тӗплӗн шутласа каланинчен килет. Юратура, çулçӳревре ăнăçу пулать.

РАК 22.VI-22.VII 
Хӗтӗртекенсен сăмахӗсем хыççăн кайма хушмаççӗ çăлтăрсем. Япăххи çинчен шутлани сăтăр кӳрет сире. Ӗçре эрнипех ăнăçу пулать, уйрăмах творчество профессийӗпе ӗçлекенсен. Канмалли кунсенче çӗнӗлле пурăнма пуçлăр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Харкам пурнăçра кӳренӳ, хирӗçӳ, шанни тӳрре тухмасть. Тен, сирӗн çӗнӗ хутшăнусем çинчен шутлама вăхăт çитнӗ? Таврари çынсен канашӗсене лăпкăн итлӗр, тарăхма кирлӗ мар. Темиçе ӗçе харăс пуçăнни вăй-халăра пӗтерет. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçпе творчество çине тимлӗх уйăрăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 
Йышăну тума вăхăт çитнӗ, кăмăлăра хытарăр. Халь хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр. Çавăнпа хуть мӗнле йывăрлăха та çăмăллăнах парăнтаратăр. Çак кунсенче сире интереслӗ, пысăк малашлăхлă ӗç сӗнме пултараççӗ. Ытларикунпа юнкун ӗçлӗ ыйтусене таса пама меллӗ. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Эрне çăмăллăн ирттӗр тесен пӗтӗм кăткăс ыйтăва тунтикун, юнкун татса пама палăртмалла. Кӗçнерникун таврари çынсем сире кăмăлтан пулăшма васкаççӗ. Юнкун халиччен пуçтарăннă килти ӗçсене вӗçлеме меллӗ.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Эсир ку эрнере халиччен шутлама та пултарайман ӗçсене пурнăçлатăр, кăмăлăр кăна пултăр. Карьера пусмипе нихăçанхинчен хăвăрт улăхатăр, анчах харкам пурнăç пирки те ан манăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Çак кунсенче умăрта çӗнӗ малашлăх уçăлать, астармăшсем те тупăнсах тăраççӗ. Вăй çитнинчен ытла хăвăр çине илни сывлăхăршăн сиенлӗ. Ытларикун инçе çула тухма, çӗнӗ çынсемпе паллашма меллӗ. Эрнекун кашни сăмахăра шутласа калаçăр. Мӗншӗн тесен пурнăçлаяс çуккине те сăмах пама пултаратăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ытларикун сирӗн çитӗнӗвӗрсене çывăх çыннăрсем тивӗçлипе хаклаççӗ. Эрне хӗрӳ иртет. Халиччен пуçтарăннă ыйтусене татса панă чух çывăх çыннăрсене айккинче хăварса ан кӳрентерӗр. Пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене эрнен пӗрремӗш çуррине палăртăр. Юнкун уйрăмах яваплă, пуçаруллă пулмалла. Эрнекун ӗçлӗ çынсемпе хутшăннă чух асăрханăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Пысăк ӗмӗтӗрсене пурнăçлама шанăç пулать çак кунсенче. Хăвăр тӗлсӗр хыпкаланни çеç чăрмантарать. Шутланисене çак кунсенче йăлт пурнăçлатăр. Эрне вӗçӗнче ӗçсем хушăнаççӗ, анчах сирӗн вăй-хăват чакмӗ. Инçе çула тухма, кирлӗ-кирлӗ мар тӗлпулусене çӳреме тытăнса тăрăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Ку эрнере хăвăра ытларах шанмалла. Кӗтмен çӗртен пурăнакан вырăна е ӗçе улăштаратăр. Тунтикун çынсемпе хутшăнма, вӗренӳ пуçлама ăнăçлă кун. Ытларикун пуçаруллăрах пулмалла. Юнкун нервăсем хавшани сисӗнӗ. Канмалли кунсенче киввинчен тасалса çӗннине пуçламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп