Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Çӗнӗ ӗçе, проектсене пуçăнма хавас çынсемшӗн эрне ăнăçлă иртет. Енчен те эсир çаврăнăçуллă, хăвăрт йышăну тума пултаратăр-тăк, ӗçре çитӗнӳ тăвасси пирки ан иккӗленӗр. Юлташăрсемпе çывăх çыннăрсем çинчен ан манăр, çителӗклӗ тимлӗх уйăрма тăрăшăр.

ТАКА 21.III-20.IV
Кӗтмен тӗлпулусем, çӗнӗ паллашусем савăнтараççӗ сире çак кунсенче. Халь эсир çӗнӗ проектсене пуçăнма хатӗр, шанăçа вӗçертмелле мар. Ку тапхăрти вăй-хăват, пуçарулăх сире çитӗнӳсем тума пулăшать. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Халь эсир питӗ хăюллă, иксӗлми вăй-хал туятăр хăвăрта. Харкам пурнăçра та, ӗçре те çитӗнӳсем тума пулăшать çакă. Ку эрнере сирӗн теветкелленме, экспериментсенчен хăрама кирлӗ мар, вӗсем лайăхрах пулма пулăшӗç. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Пурнăçăн хăш сферине илсен те эрне ăнăçлă иртсе каять. Ӗçре çитӗнӳсем тăватăр, çывăх çыннăрсемпе, юлташăрсемпе хутшăнусене лайăхлататăр. Хăвăр çинчен ан манăр, канма та ӗлкӗрӗр, сывлăхăра та тимлӗр. 

РАК 22.VI-22.VII 
Эсир эрнипех çӗнӗ çынсемпе, тахçан пӗлекеннисемпе тӗлпулусем ирттеретӗр. Хуть мӗнле лару-тăрура та хăвăра питӗ аван туятăр. Юлташăрсемпе, çывăх çыннăрсемпе ăшпиллӗ калаçса ларма вăхăт тупăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Питӗ ăнăçлă эрне сирӗншӗн. Ума лартнă пысăк тӗллевсем патне те çитетӗр, ӗç те кал-кал пырать. Кăшт çитӗнӳ тунипех ан çырлахăр, шутланине пӗтӗмпех пурнăçламалла. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 
Эрне питӗ интереслӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ пулăмсемпе пуян пулать. Нумай ыйтăва татса пама, карьера пусмипе улăхма ӗлкӗретӗр çак кунсенче. Рехетленсе канса илме ан манăр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Ӗçре те, харкам пурнăçра та йăлт аван ку тапхăрта. Эсир çитӗнӗвӗрсемпе савăнса телейлӗн пурăнатăр. Сывлăхăра тимлӗр, ӳт-пӗве пиçӗхтерӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Эрне çӗнӗ малашлăхпа, проектсемпе асра юлать. Хăвăрăн идейăсене пурнăçа кӗртсе пысăк çитӗнӳсем тăватăр çак кунсенче. Ӗмӗтӗрсем çинчен нихăçан ан манăр, вӗсем сире малалла кайма пулăшаççӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Пурнăçăн хуть хăш сферинче те çитӗнӳ кӗтет. Эсир çак кунсенче пур пек чăрмава çӗнтеретӗр. Шăпа парнелекен шанăçа йышăнма хатӗр пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Ку эрнере тарăхмалли те тупăнать, пăшăрханмалли те çук мар. Апла пулин те ума лартнă задачăсене пурне те пурнăçлама ӗлкӗретӗр. Сывлăха профилактика тумаллине ан манăр. Канса вăй пухмаллине те асрах тытăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Эрне интереслӗ, тӗрлӗ хыпарпа пуян пулать. Çак кунсенче эсир нумай çӗннине пӗлсе тавракурăмăра анлăлататăр. Ума лартнă тӗллевӗрсемпе ӗмӗтӗрсене асра тытăр — вӗсем сире малалла кайма вăй парса тăрӗç, хăвăра ытларах шанма пуçлăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Ку эрнере савăнмалли-кулянмалли питӗ нумай пулать. Тапхăр вӗçленнӗ çӗре эсир пур йывăрлăхсене çӗнтерсе тӗллевӗр патне çитетӗр. Çывăх, юратнă çыннăрсене тимлӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп