Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнене ансат иртет тееймӗн

Пӗрисем телей шыраса тӗрлӗ киленӳпе айкашӗç. Чылайăшӗ çак кунсенче хăйӗн тивӗçне туйни, ума лартнă тӗллевсем патне ăнтăлни те çынна телей кӳме пултарнине ăнланӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 

Эрне пуçламăшӗ пăлхануллă вăхăт. Мӗн-тӗр улăштарма, ăçта-тăр çула тухма хушмаççӗ çăлтăрсем. Умра чăрмавсем, хирӗçӳсем, çухатусем пулас хăрушлăх пур, анчах кун çинчен хальлӗхе шутламастăр та. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку тапхăрта эсир питӗ япшар чӗлхеллӗ, хуть кампа та пӗр чӗлхе тупаятăр. Сирӗн çак паха енсемпе пӗлсе усă курмалла — ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелеме те, курни-илтнине интереслӗн каласа пама та.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Кăмăлăр та япăх, сывлăхăр та хавшанă пек. Тен, ывăннипе çапла? Вăй-хăват чакнипе кăмăлăр начартарах пулӗ-и? Çаксем шутланисене ăнăçлăн пурнăçлама чăрмантараççӗ. Йышăну тунă чух та асăрхануллăрах пулмалла.

РАК 22.VI-22.VII 

Ку эрнере пултарулăхăра та кăтартас килет, ыттисене те хушса кăна ларăттăрччӗ. Анчах çынна хушу парасси, шухăшăра пурнăçа кӗртесси пуш ӗмӗт кăна юлӗ. Сире хирӗçлекенсен сăмахӗсем виçеллӗрех пулӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Сывлăхăра, канăвăра ытларах вăхăт уйăрмалла. Вăй-хăват йăшни куçкӗрет — ку тапхăрта эсир питӗ юлхав, утнă çӗрте тӗлӗретӗр. Пуçарулăх кăтартма, мăнкăмăлланма, вӗчӗрхенсе хирӗçме юрамасть халь сирӗн.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку тапхăр сирӗншӗн питӗ хӗвӗшӳллӗ, анчах ăнăçлă иртӗ. Ӗçлеме пӗлетӗр — аван, канма та пӗлмелле. Уйрăмах çак кунсенче тăраниччен çывăрмалла. Шутланисене эрне пуçламăшӗнче пурнăçлама тытăнни ăнăçлă пулать. Çулçӳреве тухма та лайăх çак кунсенче. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Çак кунсенче ӗçре çитӗнӳ тăвасси малти вырăнта пулӗ сирӗншӗн. Анчах тапхăр пуçламăшӗнчех пӗчӗк тăхтав тума сӗнеççӗ çăлтăрсем. Мӗн сăлтавпа? Мӗншӗн тесен сирӗн идейăсене пурнăçлама чăрмавсем сиксе тухӗç, ӗçлеме тытăнсан алăсем çыхланӗç. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI Т

авракурăмăра аталантарма, пӗлӳ ӳстерме лайăх вăхăт. Çӗнӗ проектсене ăнăçлăн илсе пыратăр, чăхăмлă ӗçсене те хăвăрт вӗçлетӗр. Ку тапхăрта йăлт аван пултăр тесен сахалрах калаçмалла. Халь сирӗн никампа та хирӗçмелле мар, ан тӳпелешӗр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Тăванăрсемпе, ӗçтешӗрсемпе, юлташăрсемпе пӗрле аталантармалла плансене. Çак кунсенчи лава пӗччен туртма ан шутлăр. Кредит е урăхла майпа укçа-тенкӗ илес текенсемшӗн халь меллӗ условисем. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Кулленхи ӗç-хӗлтен пăрăнма май пулсан аван ку эрнере. Çӗнӗ паллашусем, çыхăнусем шырăр. Романтикăлла хутшăнусем туй патне çитерӗç. Спортпа вăйран каймасăр аппаланни лайăх.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Кун йӗркине улшăнусем кӗртмелле, сывлăхăра тимлӗр. Сирӗн ыйтăвăрсене такам татса парасса ан кӗтӗр. Пурнăçăршăн яваплăха хăвăр çине илмелле, никам çине те шанмалли çук. Кулленхи кичем ӗçе пурнăçланă чух та дисциплина кирлине асра тытмалла. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ку тапхăра ансат тееймӗн, анчах пултарулăхăра, пуçарлăхăра кăтартма ан вăтанăр. Нумайăшӗн çак кунсенчи эмоцисен шайӗ тăтăш улшăнать. Иртнӗ пурнăçра тунă йăнăша тӳрлетме шанăç пулать. Халь эсир ӗçпе, ачасемпе çыхăннă пысăк ыйтусене татса пама пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп