Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Йӗкӗрешсем – хăвăр тӳр кăмăллă пулсан пайта илетӗр

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере професси сферинче ӳсӗм сисӗнет. Хастарлӑхӑра ертӳçӗ те, ытти витӗм кӳрекен çынсем те асăрхаççӗ. Çак кунсенчи сӗнӗве йышăнни пур пек вăя пухса хăвăрт ӗçе кӳлӗнме хатӗррине пӗлтерет. Сывлăха ытларах тимлемелле, диета тытасси çинчен шутламан-и?

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Тимлӗх тӗнчекурӑма улăштарасси çинче, вӗрентӳпе нумая тăсăлакан плансем çинче пулать. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, айккинчен килекен укçа-тенкӗ пуласси те куçкӗрет, анчах шутламасăр тăкакланма кирлӗ мар. Апата суйласа çисен, ӗçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупсан сывлăх аптратмӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Укçа-тенке пайласси пирки калаçу пулать. Хăвăр тӳр кăмăллă пулсан пайта илетӗр. Кӗçнерникун кӗвӗçӗве пула хирӗçӳсем сиксе тухаççӗ. Ӗçре вăрттăн хыпарпа ӗçлеме тивет. Хăвăра кăшт япăхрах туйсанах сип­ленме васкăр, «хăйех иртет» тени каярах пысăк чирпе таврăнӗ.

РАК 22.VI – 22.VII 

Çак кунсенче çăлтăрсем çынсемпе килӗштерсе ӗçлекенсене кăмăллаççӗ. Хутшăнусем çӗнӗ шая çӗкленеççӗ, прин­­ципсене тытса пыни компромисс шырама чăрмантармасть. Финанс лару-тӑрӑвӗ çи­рӗп, анчах кил-çуртпа е çемье нушипе çыхӑннӑ тӑкаксем сиксе тухаççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Ку эрнере кулленхи вак-тӗвек, сыв­лӑх тата ӗç çине тимлӗх уйӑрма тивет. Кол­лектившăн пӗлтерӗшлӗ проектра хăвăра чăн-чăн йӗркелӳçӗ пулнине кăтартаятăр. Укçа-тенкӗ енчӗкӗре кӗрсех тăрать. Сиенлӗ йăласене пăрахни чăнах та сывлăхăршăн усăллă.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере хăвăра питӗ ирӗклӗ творчество çынни пек туятăр. Кулленхи ӗçе те урăхларах тума тăрăшатăр. Халь пӗр-пӗр пилотлă проекта хута яма меллӗ вăхăт. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух асăрхануллă пулăр, уйрăмах эрне варринче. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çак кунсенче çемье ӗçӗсем, куçман пурлӑх ыйтӑвӗсем пӗлтерӗшлӗ пулаççӗ. Тӑвансемпе çурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса паратăр е юсав ӗçӗсене вӗçлетӗр. Ӗçре лару-тăру йывăртарах – хăвăрăн идейăсене консервативлă ӗçтешӗрсен умӗнче хӳтӗлеме тивет. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Эрнипех çынсемпе хутшӑнма тӳр килет. Килӗшӳсем туса алă пуснă чух тимлӗ пулăр, кăшт йăнăшсанах пӗтӗм ӗçе çӗнӗрен тума лекӗ. Кӳршӗсемпе, тăванăрсемпе калаçни пӗлтерӗшлӗ. Сывлăх япăх мар, анчах нервсене упрăр. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Укçа-тенкӗпе хӑвăра хаклас ыйтусем тӗп вырӑнта. Професси ӑсталӑхне çӗнӗлле хаклама, çавна май тупӑша ӳстерме май паракан хыпар килет. Çак кунсенче туянакан япала тахçанччен ӗçлӗхлӗ пулӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ӗçре ертӳçӗ тивӗçӗсене хăвăр çине илме ăнтăлатăр. Тен, çакăнпах эрне варринче тупăшу сиксе тухать. Укçа-тенкӗ юхӑмӗ вӑйланать, анчах тӑкаксем те ӳсеççӗ. Пӗтӗмӗшле илсен сывлӑх лайӑх, анчах ывӑннипе пуç ыратма пултарать. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çак кунсенче пулни-иртнине тишкерме, вӑй-хала çӗнетме лайăх. Психологпа ӗçлеме тухӑçлӑ вӑхӑт. Тахçанхи кӳренӗве е лару-тӑрӑва ăнланса илнипе хăвăра ирӗклӗн туятăр. Ӗçре пӗр-пӗр арпашӑну сиксе тухать е кирлӗ хыпар кая юлса çитет. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Обществăлла ӗçсемпе, туссемпе тата ушкӑнпа çыхӑннӑ проектсем тӗп вырӑн йышӑнаççӗ. Халь халӑх умне тухса калаçма, хăтлавсем ирттерме е мероприятисем йӗркелеме ăнăçлă вӑхӑт. Ӗçтешӗрсем пӗр-пӗринпе хирӗçсе кайсан медиатор пулма тивет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп