Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

18.06 – 24.06. РАКСЕМ, хутсемпе тимлӗ пулăр!

Мăшăрлисене нумай тӗрӗслев кӗтет, ку хутшăнусене çирӗпрех кăна тăвӗ.

Така 21.III – 20.IV Творчество енчен активлă эрне. Çăлтăрсем паллă çын пулма пулăшаççӗ. Ӗçпе, укçапа теветкелленни ăнăçлă пулма пултарать. Предпринимательсене, шоу-бизнесра ӗçлекенсене уйрăмах ăнать. Консультант е посредник пулса тăрăшни тупăш кӳме пултарӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V Сывлăхшăн ырă та усăллă эрне. Активлă пурнăç йӗркине тытсан нумай ӗçлеме, савăнăçлă канма пултаратăр. Чӗрепе юн тымарӗсен системине упрамалла. Çавăнпа ытлашши ывăнасран, çиесрен асăрханăр, пылакпа тирпейлӗрех пулăр. Ку вăхăтра ӗçлӗ килӗшӳсем тума тăхтамалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI  Ку эрнере творчествăра палăрма, харпăр пурнăçа майлаштарма майсем пулаççӗ. Хăш-пӗри паллă çын пулса тăрӗ, тепри кӗтнӗ юратăвне тупӗ, виççӗмӗшсем ачисен çитӗнӗвӗсемпе савăнӗç. Курăмлă ăнăçу проблемăна çаврăнма пултарсан, проблемăсем пултарулăха кăтартма пулăшӗç.

РАК 22.VI – 22.VII Пӗрремӗш вырăна карьера тухать. Эсир тӳрӗ кăмăлпа ӗçлеме хăнăхнă, çавăнпа конкурентсен хыçӗнче вӗсене сăтăр тумастăр. Çынна шантарма пӗлни карьерăпа улăхма пулăшӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче питӗ те асăрханса калаçмалла, унсăрăн нумайăшӗ хăвăра хирӗç пулӗ. Хутсемпе тимлӗ пулăр, йăнăшсем кайма пултараççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Мăшăрланура тан хутшăнусене тытса пырсан телей пулӗ, йăлт тӗрӗс пулмалла. Çывăх çыннăра илтме пӗлӗр, пӗр-пӗрне ăнланмасăр кӳрентернипе уйрăлса кайма та пулать. Çак тапхăрта укçа-тенкӗпе перекетлӗ пулмалла, пысăк япала туянассине çитес вăхăта хăварăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Харпăр дисциплинăна пăхăнса тăрăшса ӗçлесен пуйма та пулӗ. Медицинăра, ветеринарире, суту-илӳ сферисенче ӗçлекенсене ăнать. Творчествăра вăй хуракансен кампа та пулин хутшăнса ӗçлемелле. Эрне вӗçнелле ӗçре пӗчӗк проблемăсем сиксе тухӗç, вӗсене пӗччен татса пама тивет.

ТАРАСА 24.IX – 23.X Çак тапхăр сиплевпе çыхăннă процедурăсемшӗн аван, массажа çӳреме, физкультурăпа аппаланма. Витамин ӗçни усă кӳрӗ. Час-час уçăлса çӳреме тухмалла. Ӗç нумай пулӗ, вăхăтпа тӗрӗс усă курсан йăлт ӗлкӗретӗр. Канмаллисенче пӗр-пӗр интереслӗ мероприятие чӗнме пултараççӗ.

Скорпион 24.X – 22.XI Ку эрнере виçеллӗ те лăпкă кун йӗркипе пурăнас килӗ. Çапах кая хăвармасăр пурнăçламалли ӗçсем пулӗç. Ку чухне хăш-пӗр кăлтăк пирки хумханмасан та юрӗ. Ăнсăртран тавлашусем сиксе тухасси пур. Хуть мӗнле лару-тăрура та хăйне тытма пӗлекенсене ăнать.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Чăннипех те ӗçре чи лайăх сотрудник пулса тăратăр, эсир ялан тӗплӗ те вăхăтлă пулатăр, яваплă. Сирӗнпе танлашакан сахал пулӗ. Ӗçлӗ калаçусенче ăнса пырӗ. Пуçаруллă пулни карьерăпа ӳсме пулăшӗ, пуçлăх должноçне те сӗнме пултараççӗ.

ТУ КАЧАКИ  22.XII – 20.I Юратупа мăшăрлану çак тапхăрта пӗрремӗш вырăнта пулӗç. Ку халиччен пӗчченнисене те пырса тивет, нихçанхинчен вăйлăрах çумра çывăх çынна курас килӗ. Мăшăрлисене нумай тӗрӗслев кӗтет, ку хутшăнусене çирӗпрех кăна тăвӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Предпринматель ӗçӗшӗн питӗ ăнăçлă вăхăт. Анчах ку чухне активлăхпа ӗçченлӗх мар, эсир усăллă çыхăнусем йӗркелеме, çынпа калаçма пӗлни кирлӗрех. Тавлашуллă самантсене мирлӗ татса пама, ыттисен шухăшне те тӗпе хума тăрăшăр. Ун чухне лайăх ӗçлесе илме пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Сывлăхшăн пӗлтерӗшлӗ эрне. Вăй-хал чакнипе арлăх системин чирӗсем пуçланма пултараççӗ, çавăнпа шăнасран асăрханмалла, уйрăмах пӳресене шăнтасран. Хăш-пӗр çын тарăхтарма пултарӗ, вӗсене курмăш пулни лайăхрах. Юрату, юлташсен пулăшăвӗ вара чи лайăх эмел вырăнне.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп