Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тепӗр эрне варринче сумлă çынсемпе тӗл пулни усăллă

Эрнелӗх гороскоп 20.02 – 26.02

ТАКА 21.III-20.IV 

Юлташăрсемпе тӗл пуласси пирки, калаçса татăлнă пулсан та, плансем улшăнаççӗ. Тен, кăшт урлă пулнăшăн хăнана каяс темӗр. Эрне варринче ăс-хакăла ӳстерме аван – тӗн литературине вулани усăллă. Çак вăхăтра бассейна çӳреме абонемент туянни те лайăх. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Аçăр-аннӗрпе, партнерсемпе хирӗçмелле мар эрне пуçламăшӗнче. Профессипе çыхăннă йышăнусене такам витӗмӗпе тăватăр. Тунтикун, ытларикун ӗçе вырнаçма хăтланмасан, контрактсем çине алă пусмасан аван. Эрне варринче юлташăрсемпе пӗр-пӗрне ăнланманни кăмăлăра хуçать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Тунтикун, ытларикун çула тухсан сывлăх аптратӗ, кафе-ресторан апатне вар-хырăм йышăнмӗ. Эрне варринче сумлă çынсемпе тӗл пулни усăллă. Çын йышлă çӳрекен çӗрте паллă çынпа паллашатăр. Канмалли кунсенче кредитпа пысăк япала туянмалла мар. 

РАК 22.VI-22.VII  

Тапхăр пуçламăшӗнче пӗчченнисене романтика мыскарисем çитменни сисӗнет. Эрне варринче ӗçре çитӗнӳсем пулаççӗ. Çветтуй вырăнсене çитсе килме те лайăх ку вăхăт. Çемьеллисем канмалли кунсенче мăшăрӗпе вăрçăнӗç, пурлăхпа тата укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене тӗкӗнмесен аванрах.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çемьери хутшăнусем эрнен пӗрремӗш кунӗнченех харкашуллă. Мăшăрăрпа тăванăрсенчен пӗри вăрçăнни сире те лăпкăн хăвармасть. Эрне варринче банкран кивçен илме тăхтамалла. Химипе ӗçленӗ чух асăрханăр. Канмалли кунсенче килти чӗрчун туянмалла мар. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Тунтикун, ытларикун çемьере кам-тăр чирлет, эсир ăна пăхатăр. Хăвăра та астăвăр, профилактика тăвăр. Эрне варринче мăшăрăра шанмастăр, анчах тăрă шыв çине кăларма пултараймастăр. Çынсемпе калаçнă чух хăвăра вăхăтра тытса чарăр. Канмалли кунсенче пысăк ӗçсем ан пуçлăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Тунтикун, ытларикун юратнă çыннăрсемпе ачасем валли парне туянма хушмаççӗ çăлтăрсем. Эрне варринче сывлăхăра тимлӗх уйăрăр. Хавшанă иммунитет чир-чӗртен хӳтӗлеймест сире. Эмел ӗçнӗ чух асăрхануллă пулăр. Эрех-сăра ӗçессинчен те тытăнса тăрăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Çывăх тăванăрсемпе пысăк калаçу пуçарма кирлӗ мар тунтикун, сире ăнланмӗç. Кил-çуртра юсав пуçлама та, тӗпрен тасатма та сӗнмеççӗ çăлтăрсем. Юрату авăрне лекнисем эрне варрине ырăпа астуса юлӗç. Çав вăхăтрах кӗвӗçсе те илетӗр. Канмалли кунсенче çул çине ан тухăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Тунтикун çула тухсан, çынсемпе нумай хутшăнсан усал хыпар илтетӗр. Харкам пурнăç çинчен чуна уçса каласа пани сире хур тăвӗ. Элекçӗсемпе ан калаçăр, тавлашса чӗрре ан кӗрӗр. Эрне варринче тăванăрсемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ, çемьере юрату, килӗшӳ хуçаланать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Юлташăрсем кивçен пама ыйтӗç. Эсир ыйтнине тивӗçтерменни кăмăлне хуçӗ, анчах ку вăхăтлăха кăна. Юлташăрсемпе, пӗлӗшӗрсемпе пӗрле уяв каçне тухманни аван. Эрне варринче ултавçăсен аллине лекес хăрушлăх пур, юратнă çынпа тӗл пулма  вара меллӗ вăхăт. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Тунтикунах хăвăрăн яланхи сăнара улăштарас тейӗр, анчах халь çакна тума тăхтамалла. Юнкунран эрнекунччен пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт. Кил-çурта хăтлăрах тума тӗрлӗ техника туянма аван халь. Укçа-тенкӗпе çирӗп пулăр, шанчăклă вырăнта тытăр. Канмалли кунсене пӗлтерӗшлӗ ӗçсем ан палăртăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрне пуçламăшӗнче çула ан тухăр, уйрăмах тинӗс хӗрне кайма хушмаççӗ çăлтăрсем. Енчен те эсир руль умӗнче ларатăр, çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнăр. Эрне варринче хăвăрта вăй-хал хушăннине сисетӗр, илем патне чунăр туртăнать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев