Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Вӑкӑрсем, ӗçре вăрахчен ӗçлесе ларма ан тăрăшăр, килте эсир кирлӗрех

Эрнелӗх​ гороскоп 26.07 – 01.08

ТАКА 21.III-20.IV

Кулянусăр, лăпкă тапхăр кӗтет ку эрнере. Анчах сюрпризсем те кӗтмелле мар. Май пур чухне ним çинчен шутламасăр канма тăрăшăр. Эрне пуçламăшӗнче курттăммăн укçа кӗрес шанăç пысăк.

ВĂКĂР 21.IV-21.V

Ку эрне хутшăнусене лайăхлатма аван. Халӗ тахçанах канăç паман ыйтусене татса памалла. Ӗçре вăрахчен ӗçлесе ларма ан тăрăшăр, килте эсир кирлӗрех. Хăвăр валли вăхăт ытларах уйăрăр. Сăн-сăпатăра илем кӳме тăрăшăр. Çывăх вăхăтра сире килӗштерекен тупăнать.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V-21.VI

Хăвăрăн шухăшăрсене сăнăр: çак кунсенче вӗсем сирӗнпе пулса иртекен пулăмсем çине пысăк витӗм параççӗ. Эрне вӗçӗнче ӗç çинчен манса канма тăрăшăр. Çывăх çынсемпе кӗске отпуска кайса килни усăллă пулӗ. Çулçӳреве тӗплӗн шухăшласа палăртăр.

РАК 22.VI-22.VII

Халь тӗк тăнă çӗртех хирӗçӳ сиксе тухма пултарать. Май пур таран конфликтсене хутшăнма ан тăрăшăр. Шавлă компанисене хальлӗхе ан çӳрӗр. Ку эрне дачăра аппаланма, юсав ӗçӗсем тума ăнăçлă, анчах специалистсене лайăх суйласа илӗр.

АРĂСЛАН 23.VII-23.VIII

Хăвăр лăпкă маррине кура япаласем, техника та ванма пултарать. Лăпланăр. Канмалли кунсенче укçа тăкаклассинчен асăрханăр, мӗншӗн тесен кӗçех вăл сире питӗ кирлӗ пулӗ. ​

ХӖР 24.VIII-22.IX

Пӗчченнисен ку тапхăрта юлташ тупма тăрăшмалла. Халь шăпах ăнăçлă тапхăр ку тӗлӗшпе. Çемьеллисен вара канмалли кунсене çывăх çынсемпе ирттермелле. Аслăрах ӳсӗмрисемпе пӗр-пӗрне ăнланмасса пултаратăр.

ТАРАСА 23.IX-22.X

Сахалрах калаçăр, нумайрах ӗçне тăвăр. Хăвăр кахалланмасан, ку тапхăр сире питӗ нумай ыррине пама пултарать. Тупăша самай ӳстерме май пулать – çакăнпа усă курса юлăр. Харпăр пурнăçра шăплăх. Ку халь аван та.

СКОРПИОН 23.X-21.XI

Ку эрнере пӗлӗве, квалификацие ӳстерес енӗпе ӗçсем ăнаççӗ. Кăмăл пӗрмай улшăнса тăма пултарать. Сире нимех те интереслентермест. Çавăнпа та хăвăра кăмăла каякан ӗçпе аппаланмалла, вăл сире тунсăхлă шухăшсем пирки манма пулăшӗ.

УХĂÇĂ 22.XI-21.XII

Хăвăр мӗн пултарнине ӗçре кăтартма тăрăшăр. Пуçлăх çакна асăрхатех, сирӗн тăрăшăва тимлӗхсӗр хăвармӗ. Кил хуçалăхӗнчи, дачăри ӗçсене халтан кайиччен ан ӗçлӗр. Ӗçрен таврăнсан канăр. Ку тапхăрта шăнса пăсăлас хăрушлăх пысăк.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Хавхалану пысăккипе эсир халь тем тума та хатӗр. Фантазие ирӗке ярăр. Хăш-пӗр Ту Качакисене юлташӗсем сутни кăмăлне хуçать. Хăвăра алăра тытăр, кӳренӳ туйăмне кăмăлăра пăсма ан парăр. Çул çинче асăрхануллăрах пулăр.

ШЫВТĂКАН 21.I- 19.II

Ӗмӗтсене пурнăçа кӗртме çав тери аван вăхăт. Çывăх вăхăт валли тӗллевсем палăртмалла апла. Астармăшсем нумай халь, вӗсен умӗнче чăтса тăма кăткăс. Çапах та тӗрлӗ илӗртмӗшсене парăнмасан хăвăра кайран çӗр хутчен тав тăвăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ӗçтешсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр пулать. Айăпӗ хăвăрта. Кайран хăвăр йăнăшнăшăн ӳкӗнес темесен, вăхăта тăсмасăрах каçару ыйтма ан ӳркенӗр. Ачасемпе çемçерех пулмалла, вӗсене ан вăрçăр. Канмалли кунсенче çутçанталăк ытамӗнче канăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев