Халăх календарĕ
• Нарăс уйăхӗн 12-мӗшӗ — Василий. Çил вăйлă — йӗпе-сапаллă çул пулать. Шултра юр çăвать-тӗк кӗçех ăшăтать.
• Нарăс уйăхӗн 13-мӗшӗ — Никита. Ула кураксемпе чанасем хытă шавлаççӗ — çил-тăмана. Уйăх тӳпере ялтăр çутă — çанталăк аван пулать.
• Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗ — Трифон. Çак кун юр çусан çуркунне çумăрлă пулать. Ку кунхи çанталăк нарăс уйăхӗн иккӗмӗш çурри мӗнле пуласса кăтартать. Ăшă пулсан тата 30 кун ăшă тăрать.
• Нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗ — Сретени. Çил-тăман тухсан çуркунне вăраха тăсăлать. Тумла юхать — тулă ăнса пулать. Тӳпере çăлтăр нумай — çуркунне вăраха тăсăлать.
• Нарăс уйăхӗн 16-мӗшӗ — Семен тата Анна. Тӳпере çăлтăр нумай — сивӗтессе, сахал-тăк — çанталăк пăсăласса. Çак кун юр çусан çулла çумăрлă пулать.
• Нарăс уйăхӗн 17-мӗшӗ — Никола. Йывăçсене пас тытни ку çул тухăçлă пуласса систерекен паллă. Вăрман, юманлăх хуп-хуран курăнать — ăшăтасса.
• Нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗ — Агафья. Çак кун ăшă пулсан хӗллехи сивӗсем текех пулмаççӗ. Шатăр сивӗ-тӗк — çулла типӗ те шăрăх пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев