Чӗмпӗр чăвашӗсен Акатуйӗнче кӗпӗрнаттăра шупăр тăхăнтартрӗç
Чӗмпӗрти Акатуй 8 пине яхăн çынна пуçтарнă, тесе пӗлтереççӗ Ульяновск облаçӗнчи хыпар хатӗрӗсем. «Çӗнтерӳ» паркӗнче çак кун темиçе уяв площадки ӗçлерӗ: «Ачасен Акатуйӗ», çамрăксен «Сарпике» сцени, халăх вăййисем, кӗрешӳ вырăнӗ, ут чупăвӗ тата ытти те. Кӳршӗ регионри йăхташсем Акатуй ирттерсе пысăк опыт пухнă, кăçал вӗсем çак праçнике 27-мӗш хут уявларӗç....
Чӗмпӗрти Акатуй 8 пине яхăн çынна пуçтарнă, тесе пӗлтереççӗ Ульяновск облаçӗнчи хыпар хатӗрӗсем. «Çӗнтерӳ» паркӗнче çак кун темиçе уяв площадки ӗçлерӗ: «Ачасен Акатуйӗ», çамрăксен «Сарпике» сцени, халăх вăййисем, кӗрешӳ вырăнӗ, ут чупăвӗ тата ытти те. Кӳршӗ регионри йăхташсем Акатуй ирттерсе пысăк опыт пухнă, кăçал вӗсем çак праçнике 27-мӗш хут уявларӗç. Хăнасем Самар, Саратов, Оренбург, Пенза, Мурманск облаçӗсенчен, Тутарстанпа Пушкăртстанран килсе çитнӗччӗ. Çавăн пекех хисеплӗ хăнасен хушшинче Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пурччӗ.
Тӗп лапама Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов килсе çитсен уявăн официаллă пайӗ пуçланчӗ. Пуçлăхсем халăх апат-çимӗçне тутанса пăхасси, алă вӗççӗн тунă кил хатӗрӗсене, чăваш тумне хакласси кунашкал уявсенче йăлана кӗрсе пырать. Ку ӗçре облаçри муниципаллă йӗркеленӳсем тăрăшаççӗ ӗнтӗ. Ыттисен хушшинче Чăваш Республикин Канаш районӗн «кил-çуртне» те йӗркеленине куртăмăр. Пурӗ Акатуйра Чăваш республикичен 4 профессионаллă коллектив килнӗччӗ. «Янра юрă» ушкăнăн ертӳçине, Чăваш халăх артистне, ТР тава тивӗçлӗ артистне, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченне Вячеслв Христофорова халăх уйрăмах хапăл туса йышăнчӗ. Уявăн культура программинче 300 ытла çын хутшăнчӗ.
Сцена çинчен Сергей Морозов кӗпӗрнаттăр облаçри чăвашсем çинчен нумай ырă сăмах каларӗ. «Сухапа çӗр туйне сăнарлакан авалхи çӗр ӗçченӗсен уявӗ чăваш халăхӗн ӗçченлӗхне палăртса тăракан йăла. Чӗмпӗр çӗрӗ çинчи ытти халăхсемпе туслăхра 95 пине яхăн чăваш пурăнать. Ку Ульяновск облаçӗн çыннисен 8 проценчӗ чухлӗ. Çак халăх представителӗсем пирӗн Тăван Çӗршыв аталанăвӗшӗн, хăрушсăрлăхӗшӗн, чечекленӗвӗшӗн тăрăшаççӗ. регионри халăхсем хушшинчи лару-тăрăва виçӗ сăмахпа хаклама пулать: йӗркелӗх, тăнăçлăх, ыркăмăллăх. Шанатăп, малашне те çапла пулӗ», - палăртрӗ Сергей Морозов.
«Тымарсем пур, йăласем пур, культура пур. Çакна йăлтах упрамалла. Çакнашкал мерпориятисем пире хамăрăн несӗлсемпе интересленме хистеççӗ. Енчен те пирӗн халăхсем аталансан Раççей те вăйлăрах пулать. Кӗпӗрнаттăр тăрăшнипе Ульяновск облаçӗнче чăваш наци культури, йăлисем аталанччӗр тесе пысăк ӗç илсе пырăнать. Кунта Иван Яковлевич Яковлев еткерлӗхӗ пысăк тимлӗхре. Пирӗн халăха çапларах тимлӗх уйăрнăшăн облаç ертӳçисене тав тăватăп, - терӗ РФ Патшалăх Думин VI пухăвӗн депутачӗ, унти Экономика политикипе инновациллӗ аталану тата предпринимательство енӗпе ӗçлекен комитетăн председателӗ Анатолий Аксаков.
Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов регионра нацисем хушшинчи тăнăçлă лару-тăрăва йӗркелессинче Ульяновск облаçӗн ӗçне тӗслӗхе илсе кăтартрӗ.
«Манăн анне Ульяновск облаçӗнчен, эпӗ хам та Чӗмпӗр енчи чăвашсене юрататăп тата питӗ хаклатăп, вӗсем мана чунпа çывăх çынсем. Ку тăрăхри чăвашсем хăйсене лайăх туйнинче регионăн пуçлăхӗсен, кӗпӗрнатторăн тивӗçӗ пысăк. Сергей Иванович мӗн пур халăха пӗр пек хисеплет, условисем туса парать», - палăртрӗ Николай Федорович. Вăл кӗпӗрнаттăра чăваш шупăрне тăхăнтартрӗ. Сергей Морозов Чӗмпӗрте нумай ачаллă çемьесенчи шкула кайма хатӗрленекен чăваш ачисене парнесем - вӗренме кирлӗ хатӗрсем тултарнă рюкзак-ранецсем пачӗ. Ăна ку ӗçре облаçри Закон кăларакан собранин ертӳçи Анатолий Бакаев пулăшрӗ.
Акатуй пулас тырпула халалланă уяв пулнăран, облаçри Ял хуçалăх министерствин представителӗсем сахал тупăшлă çемьесене пахча-çимӗç сертификачӗсем парнелерӗç. Çакнашкал сертификат тыр-пул пухса илнӗ хыççăн купăста, кишӗр, чӗкӗнтӗр, сухан, çӗр улми (200 килограмм таранччен) илме май парать.
Акатуя килнӗ ытти пысăк хăнасем те салам сăмахӗсене каларӗç. Ӗçре палăрнă çынсене хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Çапах уяв хуçин - Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен наципе культура автономийӗн председателӗн Олег Мустаевăн сăмахӗ пуринчен те хӗрӳрех пулчӗ. Мӗншӗн тесен вăл ăна хамăр тăван чӗлхепе каларӗ. Çынсене чăваш халăх культурине çӗклес ӗçре чăмăртанма, пӗрле аталанма чӗнчӗ вăл.
Акатуя вӗт çынсем пуçлăхсене итлеме килмеççӗ, пӗрле канасси, савăнасси вӗсен шухăшӗнче. Йӗркелекенсем çакна валли мӗн пур условисене туса панă. Çынсем эртелӗ-эртелӗпе вырăнсем тупса пухăнса ларнă. Сцена та инçетрен курăнать, лашасем чуптарни те, Акатуйăн пӗтӗм илемӗ куç умӗнче.
Ульяновск облаçӗнче Сывлăх çулталăкӗ пынине шута илсе Акатуйра та «Сывлăх чупăвӗ» пулса иртрӗ. Çынсем 100, 500, 1000 метра ăмăртса чупрӗç. Унсăр пуçне кӗвентепе тулли витре йăтса та ăмăртма пулатчӗ. Акатуйăн йăлари ытти вăййисем те пурччӗ чăваш уявӗнче канакансем валли.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев