АМĂШ КАПИТАЛӖН СЕРТИФИКАТНЕ ИЛМЕ ÇĂМĂЛРАХ ПУЛӖ
Раççей Пенси фончӗ амăш капиталӗн сертификачӗсене парассине проактивлă меслет çине куçарать
Федераллă закона кӗнӗ тӳрлетӳсем çемьесене тивекен патшалăх пулăшăвӗн калăпăшне, амăш капиталӗпе усă курассин çӗнӗлӗхӗсене, программа вăхăтне пырса тивеççӗ. Федераллă законпа килӗшӳллӗн, амăш (çемье) капиталне çемье пӗр хутчен илет. Енчен те 2020 çултан пуçласа мăшăрăн пӗрремӗш ача çуралчӗ пулсан (усрава илнӗшӗн те) вăл уншăн 466 617 тенкӗ, иккӗмӗш ачашăн 616 617 тенкӗ илме тивӗç. Енчен те 2020 çултан пуçласа çемье пӗрремӗш ачашăн амăш капиталне илчӗ-тӗк, каярах иккӗмӗш ача çуралсан хушма 150 пин тенкӗ илет.
Амăш капиталӗн программине тӳрлетӳсем кӗни çинчен калакан Федераллă закона нумайăшӗ хăйне кирлӗ пек ăнланни палăрчӗ. Ун пек калаçусене çывăх çынсем хушшинче те илтме тӳр килет. «Халӗ 2020 çул хыççăн икӗ ача çуратсан амăш капиталне 1 миллион тенкӗ ытла илме пулать апла», – текелерӗç демографи лару-тăрăвне лайăхлатма кăмăл тăвакансем. Вӗсен шутлавӗпе пӗрремӗш ачашăн 400 пин ытла, иккӗмӗшӗшӗн 600 пин тенкӗ ытла илсен шăпах миллион пулать те. Шел пулин те, кун пек ансат арифметика тӗрӗс мар. Амăш капиталӗ – пӗрре парăнакан патшалăх пулăшăвӗ.
Федераллă закона кӗнӗ тӳрлетӳсем çемьесене тивекен патшалăх пулăшăвӗн калăпăшне, амăш капиталӗпе усă курассин çӗнӗлӗхӗсене, программа вăхăтне пырса тивеççӗ. Федераллă законпа килӗшӳллӗн, амăш (çемье) капиталне çемье пӗр хутчен илет. Енчен те 2020 çултан пуçласа мăшăрăн пӗрремӗш ача çуралчӗ пулсан (усрава илнӗшӗн те) вăл уншăн 466 617 тенкӗ, иккӗмӗш ачашăн 616 617 тенкӗ илме тивӗç. Енчен те 2020 çултан пуçласа çемье пӗрремӗш ачашăн амăш капиталне илчӗ-тӗк, каярах иккӗмӗш ача çуралсан хушма 150 пин тенкӗ илет. Пӗр сăмахпа каласан, 2020 çултан пуçласа икӗ ачаллă çемьесене амăш капиталӗ пӗрле хушсан 616 617 тенкӗ тухать. Иккӗмӗш ачашăн парăнакан 616 617 тенкӗне 2020 çул хыççăн виççӗмӗш е тăваттăмӗш ачине çуратнăшăн та илеççӗ (пӗрремӗш икӗ ачине амăш капиталӗн программине йышăниччен çуратнă пулсан).
Кун пирки журналистсене РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн социаллă тӳлевсен пай пуçлăхӗ Гюльсина Сабирова тӗплӗн каласа пачӗ.
Унчченхи пекех амăш капиталӗпе пурăнмалли çурт-йӗр туянма, ачана вӗрентме, амăшӗн пенсине ӳстерес тӗллевпе усă курма юрать. Улшăнусем çавах пур. 2020 çулччен амăш капиталӗпе усă курса хваттер е çурт туянса куçман пурлăха çемьери кашни çын çине пайланине нотариус патӗнче çирӗплетнӗ пулсан, халӗ ку процедурăна çăмăллатнă. Çурт-йӗре малтанхи пекех пурин çине те пайламалла-ха, анчах нотариус патӗнче çирӗплетме кирлӗ мар.
«Федераллă законпа килӗшӳллӗн, амăш капиталне илме çырса панă заявленисене пăхса тухассин срокне те улăштарнă. Унччен çемьене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтермеллипе çуккине пăхса тухма 15 кун панă пулсан, халӗ 5 кунра ӗлкӗрмелле. Амăш капиталӗпе усă курма çырса панă заявленисене 10 кунра пăхса тухмалла. Унччен пӗр уйăх нормăччӗ. Законри улшăнусем 2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗреççӗ. Халӗ майӗпен çав улшăнусемпе ӗçлеме хăнăхса пыратпăр», – терӗ Гюльсина Сабирова.
Паллах, хăш-пӗр чухне çемье пирки информацие ытти ведомствăсенчен илме тивет. Кун пек чухне заявленисене пăхса тухассин вăхăчӗ 15 кунран пуçласа 20 куна çитичченех пыма пултарать. Апрель уйăхӗнчен пуçласа вара Пенси фончӗ амăш (çемье) капиталӗн сертификачӗсене проактивлă майпа пама пуçлать. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Ача çуралнă хыççăн сертификата фонд хăй тӗллӗнех пама тытăнать. Çемье амăш капиталӗпе сертификата алла илмесӗрех усă курма пултарать. Урăхла каласан, Пенси фончӗ пур ӗçе те хăй çине илет. Ача çурални, çемье, ашшӗ-амăшӗ пирки сведенисем Пенси фондне тӳрех ЗАГС реестрӗнчен килме пуçлаççӗ. Сертификат çинчен даннăйсем Пенси фончӗн информаци системинче тӗпленсе амăшӗн Пенси фондӗнчи е Патшалăх услугисенчи харпăр кабинетне каяççӗ. «Çӗнӗлӗх апрель уйăхӗнчен вăя кӗрет, малашне амăш капиталне илме заявлени çырмалла пулмасть. Кирлӗ сведенисем ведомствăсенчен тӳрех пирӗн пата çитеççӗ», – терӗ Гюльсина Сабирова. Ача усрава илекенсем валли сертификат илес йӗрке ӗлӗкхи майпах юлать.
Малашне амăш капиталӗпе çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курасси самай çăмăлланать. Хваттер туянма илнӗ кредита амăш капиталӗпе хупасси çинчен заявление банкрах çырма юрать. Унчченхи пек Пенси фончӗпе банка çӳреме тивмӗ. Çемье банкра кредит илнипе пӗрле пӗрремӗш тӳлеве амăш капиталӗн шутӗнчен хупма заявлени çырсах хăварать. Ку услуга Раççей Пенси фончӗ банксемпе килӗшӳ çирӗплетнипе пӗрле аталанса пырӗ.
Закона кӗртнӗ тӳрлетӳсем сертификатпа усă курса пахча çӗрӗ çинче çурт лартма та ирӗк параççӗ. Тӗп услови – строительство тума ирӗк пани тата çӗр харпăрлăхра пулни кирлӗ.
Амăш капиталӗн шутӗнчен иккӗмӗш ачашăн пособи илсе тăрасси пирки улшăнусем çук.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Гюльсина Сабирова РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн пай пуçлăхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев