Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăнна Кушкин çуркунне хăйне евӗрлӗ илем

171 çул каялла кунта чăваш алфавичӗн авторӗ, тӗнчипе паллă çыннăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.

Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялне çуркунне çуллен хăйне евӗрлӗ илем килет. Йывăç-курăк ешернипе кăна çыхăнман ку. 171 çул каялла кунта чăваш алфавичӗн авторӗ, тӗнчипе паллă çыннăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Патриарха сума суса палăкӗ умне чечек хума сахал мар хăна ятарласах килет çак вăхăтра. Апрелӗн 23-мӗшӗнче те акă, Иван Яковлевичăн çуралнă кунне халалланă мероприятие Чăваш Республикинчен пысăк делегаци (ертӳçи ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин Этноконфессисен хутшăнăвӗ уйрăмӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Алексей Грачев) килсе кайрӗ.

Пухăннисене район администраци пуçлăхӗн ятӗнчен вырăнти культура уйрăмӗн ертӳçи Юрий Сиякин саламларӗ. Ăшă салам сăмахӗсене хăнасем те сахал мар каларӗç. Иван Яковлевича асăнса шкул картишӗнчи палăкӗ умне чечек хучӗç. Хăнасем çаплах музейра, библиотекăра пулса курчӗç. И.Яковлев çуралнă çурт вырăнӗнче лартнă часавайра çурта çутрӗç. Кăнна Кушкинчен тухнă ытти паллă çынсен мемориалӗ умне чечек хучӗç. А.ХАРИТОНОВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка