Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни ял, кашни çемье хăй халăхне, историне хисеплени сисӗнет

Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлат районӗ Уява паллă турӗ. Республика парçникӗ ытти районсене куçнăранпа тăваттăмӗш çул пулсан та йӗркелӳçӗсен унчченхи пысăк яваплăхӗ сӗвӗрӗлмен. Яланхи пекех хитре те сулмаклă иртрӗ. 

Уяв мероприятийӗн пӗтӗмӗшле концепцийӗ (чăваш халăхӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлне, культурине туллин кăтартасси) улшăнмасан та, кашни çул мӗн-тӗр çӗннине кӗртме тăрăшаççӗ нурлатсем. Уяв картишӗнче И.Я.Яковлевăн чăн-чăн шкулӗнче кашнин парта хушшине ларса пăхма май пурччӗ. Çитменнине шкул валли кӗтес кăна мар, темӗн пысăкăш çуртах уйăрнăччӗ. Пуçласа йӗркеленӗ сăпка  куравӗ  мӗн чухлӗ ăшă туйăм çуратмарӗ-ши тата? Вырăнти ЧНКЦ ертӳçи Г.В.Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, вӗсене районти ялсенчен пуçтарнă. Чи кивви 62 çул каялла ăсталани. Ыттисен «çулӗ» те пысăк. Çапах та пурте вӗр-çӗнех-ха, П.П.Хусанкайăн «Аптраман тавраш» сăпка юррипе сиктерекен сăпкара, калăн, халӗ те пӗчӗк аптраман таврашсем тутлăн çывăраççӗ. Уяв хăнисем çаплах районти чи пултаруллă чăваш çемйипе, «Семья на всех языках», «Нечкэбил» республика фестиваль-конкурсӗсен лауреачӗпе, паллă спортсменсемпе, Пухтел ялӗнчи Аленăпа Михаил Беловсен çемйипе куçа-куçăн тӗл пулса паллашма, калаçма пултарчӗç. «Асанне-кукамай арчи» галерея вара районăн чи чаплă арчисене кăна мар, ун ăшӗнчи авалхи япалисене те кăтартрӗ. Мӗн кăна çукчӗ пуль унта: сурпанӗ, кӗпи-саппунӗ, алшăлли-çивиттийӗ... 

Кăçалхи Уяв йăлана кӗнӗ сăра конкурсӗсӗр те иртмерӗ. Техӗмлӗ ӗçмене хальхинче те кашни чăваш ялӗ хăйӗн рецепчӗпе вӗретсе килнӗ. Сӗтел тулли чăваш апат-çимӗçӗ, ал ӗçӗ, «Чăваш кил-тӗрӗшӗ»... Уяв кăмăла каймалла ирттӗр тесе районпа хулари шкулсемпе Культура çурчӗсем, ача сачӗсен ӗçченӗсем нумай тăрăшни сисӗнчӗ. Инçе çула кӗскетсе килнӗ сумлă хăнасем: ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ М. Ахметов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем К.Нугаев, Ш.Ягудин, Алексеевски, Аксу, Çарăмсан, Лениногорск, Чистай, Çӗнӗ Шуçăм, Спас районӗсен ертӳçисем, Нурлат хулин хисеплӗ гражданинӗ, ТР ЧНКА пайташӗ А.Самаренкин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К.Яковлев тата ыттисем, веçех пăхса çаврăнчӗç.

Кăçалхи мероприяти ӗç кунӗнче, эрнекун, иртнӗрен халăх пухăнмасран шикленнине пытармарӗç йӗркелӳçӗсем, анчах йăлтах лайăх иртрӗ, халăх юратать Уява. Чăвашсем кăна мар, тутарсем те, вырăссем те килнӗ. Район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Ахметшин хăйӗн саламлă сăмахӗнче Уяв халăхсен туслăхне çирӗплетмелли ăшпиллӗ мероприяти пулни çине пусăм турӗ. Ун шухăшне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ М.Ахметов та малалла тăсса:

– Уяв хапхинченех пире тӗрлӗ наци пултарулăх ушкăнӗсем кӗтсе илчӗç. Кашни ял, кашни çемье хăй халăхне, историне хисеплени сисӗнет. Çак туслăха куç пек упратпăр. Çакăн пек пурăнать Тутарстан, – терӗ. Пухăннисене вăл ТР Президенчӗн Р. Миннихановăн саламне çитерчӗ. 

Яланхи йăлапа районăн чи пултаруллă ӗçченӗсене тӗрлӗ ведомствăн хисеплӗ наградисемпе, Хисеп хучӗсемпе чысларӗç. Нурлатри «Килэчэк» ача-пăча пултарулăхӗн центрне – чăваш чӗлхине, А.Сафиуллин ячӗллӗ вӗрентӳ центрне тутар чӗлхине вӗренме интерактивлă доскасем парнелерӗç. 

Официаллă пай хыççăн чи асамли, Уявăн тӗшши пуçланать. Нурлатри «Эсперансо» ансамблӗн пикисем Уяв картине вӗçсе аннă акăш евӗрех курăнчӗç. Вӗсен килӗшӳллӗ хусканăвне, хитре шурă тумне куç илмесӗр сăнас килчӗ. Ача-пăча пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле уяв картине сапаланă ахах-мерчен евӗр илем кӳчӗç. Авалхи йăлапа çутçанталăкран лайăх çанталăк, тулăх тухăç тата тăнăç пурнăç ыйтса районăн чи ватă та сумлă çынни çӗре шалча çапса кӗртнӗ хыççăн ваттисем алла-аллăн тытăнса уяв картине тухса хӗвеле май çаврăнчӗç. Уяв карти пӗр кăлтăксăр иртсе вӗçленчӗ, несӗлсем нурлатсене илтрӗç тесе шанас килет.  Мӗншӗн тесен вӗсен пилӗ кăçал нихçанхинчен те кирлӗрех. 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев