Хамăр чăваш, ачасем вырăс
Уявсенче чăвашла тумланнă çамрăксем те чăвашла калаçасшăн мар вӗт.
Тен, ку проблема, йыывăрлăх пирӗн кăна мар-тăр, анчах та хамăрăнни ытларах куçа тăрăнать. Çӳлтен кăна пăхсан çакна асăрхамастăн та, тимлӗрех сăнасан курăнать – эпир ăнлавсен арпашăвӗнче пăтранса пурăнатпăр. Вырăсла каласан, подмена понятий.
Пирӗн çумра ӳсекен çамрăк ăру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тăмасть. Анчах та ăна чăвашла калаçтарма питӗ йывăр. Аслăраххисемпе, тен вӗсем калаçӗç-ха, хисеплесе, анчах та хăйсем хушшинче вырăсла пуплеççӗ. Нимӗн те тăваймастăн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усăсăр. Вӗсем итлемеççӗ сана.
Шавлă уявсем те, Акатуйсем те чараймаççӗ эпир вырăсланса пырас юхăма. Чăваш çамрăкӗсен форумӗсем питӗ сахал йышпа иртеççӗ, шел пулин те. Вӗсене тутарсен «Сэлечӗ» пек - 15-18 пин ача пуçтарса ирттерме эпир хевте çитерейместпӗр хальлӗхе. Вăхăчӗ вара иртет. Паянхи чăвашла калаçман çамрăксем ача çуратма тытăнсан, вӗсем хăйсен пепкисене пирӗн чӗлхене вӗрентессине ан кӗтӗр.
Шкулсенче сахалтарах вӗрентме тытăнни кăна айăплă мар кунта. Чăваш çемйисенче шырамалла-тăр сăлтавне. Апла пулсан эпир çемьесемпе сахал ӗçлетпӗр-ши? Е чăваш ертӳçисен авторитечӗ шӳсе пырать-и?..
Çапла çухатса пыратпăр. Хуть пӗтӗрӗнсе ӳк. Хамăр чăваш, ачасем вырăс. Ялта та, хулара та çав. Мӗн тумалла?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Нумайрах ҫырмалла чӑвашла, калаҫмалла. Авторитетсемте ҫук. Ак Семаренкин чӑвашла калаҫнине илтменте, анчах ТР авторитет пек шутланса тӑрать.
0
0