Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХӖВЕТӖР САВГАЧЕВА 100 ÇУЛ!

«Çăкăр сăмси» авторӗн февралӗн 1-мӗшӗнче çуралнă кунӗ. Пурăннă пулсан вăл 100 çул тултармаллаччӗ. Вăл Октябрь (хальхи Нурлат) районӗнчи Ерепьелӗнче çуралнă.

Пурăннă пулсан паян, 2019 çулхи февралӗн 1-мӗшӗнче, Хӗветӗр (Федор Афанасьевич) Савгачев 100 çул тултарнă пулӗччӗ. Вăл Октябрь (хальхи Нурлат) районӗнчи Ерепьелӗнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Аксу педтехникумӗнче Е.В.Еллиев çыравçă патӗнче вӗреннӗ. Унтан Коммунистсен партийӗн аслă шкулӗнчен вӗренсе тухнă. Фронтра пулнă. Учительте ӗçленӗ. Чăваш Енри Вăрмар район хаçачӗн тӗп редакторӗн çумӗнче вăй хунă. «Çăкăр сăмси», «Вăхăт хушнипе», «Çӗнӗ йăва» тата ытти кӗнекесен авторӗ. Хаçат-журналта тăтăш пичетленнӗ. Сывă чухне «Сувар» хаçатпа та туслăччӗ Хӗветӗр Савгачев, хăйӗн хайлавӗсене редакцие ярса парсах тăратчӗ. 90 çула çитсе 2009 çулта çӗре кӗчӗ ентешӗмӗр. Калем ăстин юбилейӗ кун унăн «Пурнăç пурăнасси...» пьесипе паллашма сӗнетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана