Хӑҫан пулаҫҫӗ чӑваш уявӗсем Тутарстанра?
Кӑҫалхи уявсен списокне пичетлетпӗр.
Июнӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Упире АКАТУЙ. Район шайӗнчи мероприяти, ҫулсерен иртет. Шупашкартан артистсем килсе юрлаҫҫӗ. Администраципе районти сельсоветсем ирттереҫҫӗ уява.
Июнӗн 12-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнче ЯНРА ХУТ КУПӐС. Район шайӗнчи мешехе, таврари чӑваш ялӗсен гармонисчӗсем пухӑнса мастер-класс кӑтартаҫҫӗ. Районти ЧНКЦ ирттерет.
Июнӗн 15-мӗшӗнче Ҫимӗк. Анчах ҫак кун та Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хузангаевора АКАТУЙ иртет. Ӑна "Звениговский" совхозӑн председателӗ Иван Казанков ирттерет.
Июнӗн 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑра йӑлари УЧУК. Кама леш енчи чӑвашсен фольклор фестивалӗ. Вӑкӑр пусса ҫиеҫҫӗ учӳк пӑттипе. Кӑҫал унта культура учрежденийӗнче вӗренекен ҫамрӑксене те хутшӑнтарасшӑн. Вырӑнти ЧНКЦ-па ял хутлӑхӗ ирттерет.
Июлӗн 6-мӗшӗнче Аксура УЯВ-2019. Иртнӗ ҫулсенче вӑл Нурлатра пулатчӗ, кӑҫал республикӑри чӑваш культурин уявне Аксу райцентрне куҫарчӗҫ. Унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ЧР Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева чӗннӗ. ТР Культура министерстви, Аксу районӗн администрацийӗ, ТР ЧНКА ирттереҫҫӗ.
Ҫарӑмсан районӗнчи чӑваш Акатуйӗ хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Вӗсем ҫулсерен, йӗпе-и, сивӗ-и, июлӗн 12-мӗшӗнче Акрель ялӗнче ПИТРАВ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен вӑйӗпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев