Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кукша пуçа мӗншӗн куршанкă çыпăçмасть?

Теччӗ районӗ Театр çулталăкне паллă тунă май, ял çыннисем спектакльсем лартаççӗ.

Районти театр юратакансен коллективӗсен «Театральные подмостки» фестивалӗ шайӗнче апрелӗн 20-мӗшӗнче Кăнна Кушкинчи Культура çуртӗнче вырăнти артистсем Н.Сидоровăн пьеси тăрăх «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» спектакль лартрӗç, пӗлтерет вырăнти ЧНКЦ пресс-служби. Камитре тӗп вырăнта –  хӗрарăм телейӗ, юратупа туслăх, пурнăçăн хуть хăш самантӗнче те юнашар ăнланакан, тӗрев паракан çынсем пуррине хакласси.

Ял артисчӗсем хăйсен ролӗсене профессиллӗ сцена ăстисенчен пӗрре те кая мар калăпларӗç. Куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчӗç артистсене. (Пресс-служба сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Год Театра