Михаил Игнатьевӑн хӗрӗхмӗшӗ тӗлне
Вӑл ырӑ та ҫемҫе ҫын пек асра юлчӗ
Ку 2018 ҫулхи ноябрьте Шупашкарта пулса иртрӗ. Чӑваш драмтеатрӗнче СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана юбилейпе чыслатчӗҫ. Мана сӑмах парсан, эпӗ Чӑваш Ен легендине чӗререн саламларӑм, вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче упӑшкипе, Чӑваш халӑх поэчӗпе Петӗр Хусанкайпа пӗрле ман тӑван яла, Тутарстанри Ӑнӑ ялне гастроле килнине аса илтӗм. Унтан эпӗ сцена королевине хамӑн тин ҫеҫ пичетрен тухнӑ "Аттеҫӗм Атӑл" роман-трилогине парнелерӗм.
Уяв кулуарӗсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗлпулу пулса иртрӗ. Ку ман унпа пӗрремӗш тӗлпулу пулчӗ.
Валери Туркай поэт мана республика ертӳҫипе паллаштарчӗ. Михаил Васильевич ӑшшӑн алӑран тытрӗ, анчах сӗннӗ "Аттеҫӗм Атӑл" кӗнекене илме килӗшмерӗ: "Эсир пӗр-пӗр хӗре парне тума хатӗрленнӗ-тӗр". "Ҫук-ҫук, – хирӗҫлерӗм эпӗ, – ку Сире валли, ятарласа алӑ пусрӑм. Пӗтӗм чӗререн парнелетӗп".
Мана республика ертӳҫин сӑпайлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ, унӑн ҫемҫе те ырӑ, калаҫма унайлӑ сасси. Ҫапларах вӑл ман аса яланлӑхах кӗрсе юлчӗ.
Николай СОРОКИН, писатель, публицист, Раҫҫей тата Тутарстан культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Сӑнӳкерчӗкре (сылтӑмран): М.Игнатьев, Г. Максимов, Н. Сорокин, В.Тургай.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Чунӗ ҫӳлти Патшалӑхра пултӑр.
0
0
0
0
ырă чăваш турри кăшăлвируспа вĕлертнĕ ташманĕсенĕ айăпа кĕнĕшĕн, явап тыттар
0
0