Ачалăхăм, ачалăх, ачалăхăм ăçта?
Тесе юрлаççӗ Аксу районӗнче 50 çул каялла шкул пӗтернӗ çынсем
Çуллахи илемлӗ те ăшă кун, июлӗн 14-мӗшӗнче Савгачево ялӗн вăтам шкулӗнче 1968 çулта вӗренсе тухнисем тӗлпулчӗç. Паллах, нумайăшӗ пӗр-пӗринпе вӗренсе пӗтернӗренпе те тӗл пулман. Шел, нумайăшӗ пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă ӗнтӗ, йывăр тăпри çăмăл пултăр вӗсене. 50 çул иртсе кайрӗ вӗт шкул пӗтернӗренпе.
Пӗр классра вӗреннисен тӗлпулăвӗ çынна ачалăха тавăрать. Шкулти интерслӗ самантсем аса килеççӗ, юлташсем, вӗрентекенсем, пӗрремӗш юрату, ӗмӗтсем. Тахçантанпа пӗр-пӗрне курманран çак тӗлпулу хумхантарать, çав вăхăтрах савăнтарать те. Кун пек тӗлпулусем кирлӗ. Вӗсем пире самантлăха та пулсан иртнӗ вăхăта, çунатлă çамрăклăха тавăраççӗ. Философиллӗ шухăшсем валли те вырăн тупăнать.
Шкулти тӗлпулу хыççăн вăрманти илемлӗ уçланкăна хăпартăмăр. Нумайăшӗ мăшăрӗсемпе килнӗччӗ. Калаçса лартăмăр, юрласа ташларăмăр. Тӗлпулупа пурте кăмăллă юлчӗç. Сывлăх пулсан тепре те тӗлпулас ӗмӗтсем пур-ха.
Василий Петров, Аксу районӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ.)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев