Чăнкă Мирун çӗнӗ машина туяннă
Тăван чӗлхе

Чăнкă Мирун çӗнӗ машина туяннă

Кăштах кулăш

Чăнкă Мирун çӗнӗ машина туяннă. Вӗçтерсе пырать хайхискер машинăн хăвачӗпе киленсе пысăк хăвăртлăхпа. Сасартăк çул хӗрринче «Хăвăртлăхна чакар – 50 км» тесе çырнă табличка курать. «Вара кирлӗ паллă çеç лартма пулнă вӗт-ха. Кунта вара табличка çырса хунă. Эппин, ӗç-пуç чаплах мар», – тесе шутласа илет те хăвăртлăхне сехетре 50 километр таран чакарса малалла вӗçтерет. Кайсан-кайсан каллех «Хăвăртлăхна чакар – 20 км» текен табличка курать. 20 километр таран чакарса малалла каять. Кăштахран каллех табличка – ку хутӗнче «Хăвăртлăхна чакар – 10 км» тесе çырнă. 10 километр хăвăртлăхпа пырсан-пырсан «Çул хӗрринчи «Хăвăртлăхна чакар» ресторана хапăл туса кӗтетпӗр!» тесе çырнă вывеска патне çитсе чарăнать. 

 


Нет комментариев