Июлӗн 1-мӗшӗнче Çарăмсанра та Акатуй!
Акатуй вырăнӗ улшăнмасть, чăваш уявӗ пӗлтӗрхи пекех район центрӗнче иртет. Çарăмсансем Кама леш енчи чăвашсен июлӗн 1-мӗшӗнче иртекен Акатуйне килсе курма таврари, республикăри тата Раççейри мӗнпур чăваша йыхравлаççӗ.
Тутарстанра районсенче иртекен чăваш Акатуйӗсенчен чи çамрăкки Çарăмсан районӗнчи пуль. Уява кунти чăвашсем пӗлтӗр пуçласа пӗрремӗш хут ирттерчӗç. Хитре чăваш уявӗ пулчӗ вăл. Вырăнти халăха тата хăнасене килӗшнӗрен район ăна кăçал та ирттерме шутланă.
Акатуй вырăнӗ улшăнмасть, чăваш уявӗ пӗлтӗрхи пекех район центрӗнче иртет. Çарăмсансем Кама леш енчи чăвашсен июлӗн 1-мӗшӗнче иртекен Акатуйне килсе курма таврари, республикăри тата Раççейри мӗнпур чăваша йыхравлаççӗ. Йӗркелӳçӗсем уяв программи кăçал та анлă та интереслӗ пуласса шантараççӗ. ( А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев