Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тăван чӗлхе

Кам мӗнле пуль, эпӗ тепӗр форума чăтăмсăр кӗтетӗп

Çитес çул «Аталан» форума тата та урăхларах туса пăхасшăн. Халӗ вăл пӗр кун иртет пулсан, малашне, тен, виçӗ кун таранччен тăсма май пулӗ.

Тутарстанри çамрăксен тӗп проекчӗсенчен пӗри – чăваш ачисен «Аталан» форумӗ. Майăн 12-мӗшӗнче вăл виççӗмӗш хут иртрӗ. Проектăн авторӗ Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвком ертӳçин çамрăксен политики енӗпе çумӗ Артем Носков. Хальхинче те çак форума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи вăтам шкулта йӗркелерӗç.

Артем Носков палăртнă тăрăх, çакнашкал улшăнусем чăнахах та кирлӗ, мӗншӗн тесен чăваш çамрăкӗсене пӗрле пухăнса пӗр-пӗринпе çывăхрах паллашмалли меслет шыранă йӗркелӗçӗсем, хальхи саманара уйрăмах та. Çак тивӗçе «Аталан» наципе вӗрентӳ форумӗ туллин пурнăçласа пырать. Унта 12-18 çулти шкул ачисем хутшăнаççӗ.

Мӗнле майпа пӗрлештерет-ха çак проект ачасене? Хуравӗ питӗ ансат. Вăл, чи малтан, ушкăнпа ӗçлеме хăнăхтарать. Ачасене килнӗ-килменех темиçе ушкăна пайлаççӗ. «Аталан» пӗрлешӳ хастарӗсем – кураторсем – вӗсене тӗрлӗ кейс тăрăх илсе çӳреççӗ. Хальхинче, сăмахран, чăваш ачисем валли 7 кейс хатӗрленӗ. Вӗсем ташăçă, актер, çыравçă ăсталăхӗсене алла илсе пăхрӗç, лапталла вылярӗç, проектсем çырса вӗсене социаллă сетьсенче сарма вӗренчӗç, унсăр пуçне чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе, Петр Петрович Хусанкай тата Иван Яковлевич Яковлев кун-çулӗсемпе тӗплӗнрех паллашма пултарчӗç. Пӗр кейса, вăтамран, 25 минут вăхăт уйăрса панă. Ку, паллах, кăшт кăна сахалтарах, анчах та шкул ачисене çав тери килӗшнӗ!

«Аталан» форума хăйне евӗрлӗ шкул теме те пулать. Унта пӗр кунрах çӗре яхăн ача, вăтăр ытла вӗрентекен килсе çитрӗ. Шел пулин те, йыхравланă районсенчен хăшӗ-пӗринчен делегатсем пулмарӗç. Пăва, Апас, Теччӗ, Элмет, Пӗкӗлме районӗсенчен, Анат Кама хулинчен пӗр шкул ачи те, пӗр вӗрентекен те çитмерӗ. Çитес çулсенче вӗсенчен те делегатсем пуласса шанса тăратпăр.

Артем Носков палăртнă тăрăх, çитес çул «Аталан» форума тата та урăхларах туса пăхасшăн. Халӗ вăл пӗр кун иртет пулсан, малашне, тен, виçӗ кун таранччен тăсма май пулӗ. Çӗнӗлӗхе çитес çулах пурнăçа кӗртес шухăш пур. Çакă ачасене пӗр-пӗринпе тата та тачăрах туслашма май парӗ, унсăр пуçне усăллă мастер-классем те чылайтарах пулӗç. Артем Петрович чăваш ачисем валли лапам туса панăшăн, тутлă апат-çимӗçпе тивӗçтернӗшӗн Элкел районӗн администрацине, Хусанкай ялӗнчи вăтам шкул ӗçченӗсене тата Элкел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Евгений Михайлович Чугунова тав сăмахӗ каларӗ.

Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн ертӳçи Елена Павлова вара форумпа кăмăллă юлнине каларӗ.

Чăнах та, тилхепене тытса пыраканӗсем тата лавӗ çинче лараканӗсем маттур та пултăклă пулсан, ӗç ăнатех. Тутарстан чăвашӗсем çакна çирӗплетсе пама пултарчӗç. Хам енчен калас пулсан, эпӗ чăтăмсăррăн черетлӗ форума кӗтетӗп. Халăхăмăр пуласлăхӗ куç умӗнчех çирӗпленсе пынине, ман шутпа, кашни чăвашăнах курмалла. (Сăнӳкерчӗксем «Аталан» пӗрлешӗвӗн).

 


 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России