Май. Халăх календарӗ
Улмуççи чечеке ларчӗ-тӗк, çӗр ăшăнса çитет. 8-мӗшӗ - юрлакан вӗçен кайăксем ушкăнăн-ушкăнăн вӗçсе килеççӗ. Çак кун хӗвеллӗ тăрсан - çурхи тырă ăнса пулать. 9-мӗшӗ - ӗлӗк пăрçа акнă тата ир пулакан çӗрулми лартнă. 10-мӗшӗ - май ăшши çирӗпех мар, çанталăк сивӗтет, тăм та ӳкет-ха. 11-мӗшӗ - каç ăшă, тӳпе çăлтăрлă...
Улмуççи чечеке ларчӗ-тӗк, çӗр ăшăнса çитет.
8-мӗшӗ - юрлакан вӗçен кайăксем ушкăнăн-ушкăнăн вӗçсе килеççӗ. Çак кун хӗвеллӗ тăрсан - çурхи тырă ăнса пулать.
9-мӗшӗ - ӗлӗк пăрçа акнă тата ир пулакан çӗрулми лартнă.
10-мӗшӗ - май ăшши çирӗпех мар, çанталăк сивӗтет, тăм та ӳкет-ха.
11-мӗшӗ - каç ăшă, тӳпе çăлтăрлă пулсан - лайăх тухăçа. Хурăн сӗткенӗ ӗçнӗ, çак кун вăл уйрăмах усăллă теççӗ.
12-мӗшӗ - çӗмӗрт чечеке ларать. Сиплӗ курăк пуçтармалла.
13-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Якку. Çӗрле ăшă, тӳпе çăлтăрлă-тăк, çулла çиллӗ те типӗ пулать.
14-мӗшӗ - çак кун çанталăк япăх тăрсан, хӗлле те çанталăк савăнтармасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев