Космонавтика кунӗпе!
Апрелӗн 12-мӗшӗ Раççей çыннисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун. 1961 çулхине çак кун тӗнче историйӗнче пӗрремӗш хут космоса Совет çынни Юрий Гагарин парăнтарнă. 1968 çулччен апрелӗн 12-мӗшне Совет Союзӗ кăна паллă тунă-ха, 1968 çулта вара Пӗтӗм тӗнчери Авиаци федерацийӗ хӗвел анăçри патшалăхсене те çак куна авиаципе космонавтика уявӗ пек йышăнма сӗннӗ. Апла...
Апрелӗн 12-мӗшӗ Раççей çыннисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун. 1961 çулхине çак кун тӗнче историйӗнче пӗрремӗш хут космоса Совет çынни Юрий Гагарин парăнтарнă. 1968 çулччен апрелӗн 12-мӗшне Совет Союзӗ кăна паллă тунă-ха, 1968 çулта вара Пӗтӗм тӗнчери Авиаци федерацийӗ хӗвел анăçри патшалăхсене те çак куна авиаципе космонавтика уявӗ пек йышăнма сӗннӗ. Апла пулин те Пӗтӗм тӗнчери уяв пек ăна 2011 çултанпа кăна паллă тума тытăннă-ха.
Чăвашсемшӗн Космонавтика кунӗ мăнаçланмалли тепӗр сăлтав. Мӗншӗн тесен космоса парăнтарнă пӗрремӗш космонавтсен йышӗнче пирӗн Андриян Николаев та пулнă. Çавăнпа апрелӗн 12-мӗшӗнче Раççейри пӗр чăваш шкулӗ те Андриян Николаев çинчен асăнмасăр хăвармасть. Шупашкарта вара митинг Юрий Гагарин палăкӗ умне чечек хунипе нихăçан та вӗçленмест, малалла Андриян Николаевăн палăкӗ умӗнче тăсăлать.
Ентеш-космонавтăн тăван ялӗнче, Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлта, паян тепӗр хаваслă пулăм. Кунти А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен пӗрремӗш радиостанцийӗ ӗçлеме пуçлать. Раççейӗн радио юратакансен союзӗ шуршăлсене çакăн пек парнепе савăнтарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев