Крымри çар чаçне Чапаев ятне параççӗ
Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн депутачӗсем нумаях пулмасть Крыма кайса килнине хыпарлать Чăваш наци конгресӗн пресс-служби. Ӗçлӗ çулçӳрев питӗ тухăçлă пулнă-мӗн. Чи пӗлтерӗшли - икӗ регион парламенчӗн пӗр-пӗринчен вӗренмелли нумаййи. Çавăнпа вӗсем малашне тачă çыхăнса ӗçлесси пирки калаçса татăлнă. ЧНК президенчӗ Н.Угаслов каланă тăрăх, усăллă килӗшӳсемпе йышăнусем тунă вӗсем. Чăвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ...
Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн депутачӗсем нумаях пулмасть Крыма кайса килнине хыпарлать Чăваш наци конгресӗн пресс-служби. Ӗçлӗ çулçӳрев питӗ тухăçлă пулнă-мӗн. Чи пӗлтерӗшли - икӗ регион парламенчӗн пӗр-пӗринчен вӗренмелли нумаййи. Çавăнпа вӗсем малашне тачă çыхăнса ӗçлесси пирки калаçса татăлнă. ЧНК президенчӗ Н.Угаслов каланă тăрăх, усăллă килӗшӳсемпе йышăнусем тунă вӗсем. Чăвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене те хускатнă. «Чи малтанах эпир Крымра çĕнĕрен йĕркелекен çар чаçне В.И.Чапаев ятне парасси пирки калаçса татăлтăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Севастополе хӳтĕлесе вилнĕ чăваш салтакĕсене асăнса палăк лартассипе те самай ĕçлерĕмĕр. Конгресс кун пирки скульпторсем хушшинче конкурс йĕркелессине те палăртрăмăр», - тенӗ вăл журналистсене кун пирки.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев