Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Май уйăхӗнче те ăшша тӳлесе илетпӗр

Çанталăк пире хӗвел ăшшипе ачашлама васкамасть-ха, çавăнпа та кăмакасене сӳнтерме те иртерех. Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă хыççăн, икӗ контурлă котелсем çине куçма хатӗррисен шучӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе районри 2400 хваттер хуçи çакнашкал кăмакасене лартма килӗшнӗ. Май уйăхӗн вӗçне вырăнти влаçсем республикăри газификаци фондчӗпе пӗрле...

Çанталăк пире хӗвел ăшшипе ачашлама васкамасть-ха, çавăнпа та кăмакасене сӳнтерме те иртерех. Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă хыççăн, икӗ контурлă котелсем çине куçма хатӗррисен шучӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе районри 2400 хваттер хуçи çакнашкал кăмакасене лартма килӗшнӗ. Май уйăхӗн вӗçне вырăнти влаçсем республикăри газификаци фондчӗпе пӗрле нумай хваттерлӗ 40 çурта уйрăм отоплени çине куçарма, хутмалли вăхăт çитиччен поселокри пӗтӗм çурта уйрăм отоплени кӗртме палăртнă.

«Татар-⁠информ» информаци агенсти пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе 800 яхăн çын икӗ контурлă котелсем лартнинчен тупăш курнă. «Малтан кашни уйăхра ăшăшăн 7 пине яхăн е ытла та тухатчӗ. Вăл енчӗкшӗн питӗ йывăрччӗ. Халӗ вара котел лартнă хыççăн, пӗр пытармасăр калатăп, тӳлев укçи икӗ хутчен, çук 2,5 хутчен те сахалрах. Пӗр уйăхшăн 3 пин кăна килнӗ», - тесе сăмах каланă ял çынни. Программăн лайăх енӗ вара патшалăх программи пулни, ял хутлăхӗн çыннисене 7 çула лизинг пани. Пӗтӗм ӗçсем пӗтнӗ хыççăн татăклă суммăна палăртаççӗ. Çав сумма 84 уйăха пайланать, процентсем хушăнмаççӗ. Кашни уйăхра пӗр сумма çеç килет. Тӗслӗхрен, оборудованине 84 пинлӗх лартнă пулсан, 1000 пин тенкӗ кашни уйăхра тухать тесе ăнлантранă ГКУ «ТР газификаци фондчӗн» директорӗн çумӗ Зульфат Гимедеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев