Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкарта хăйне евӗрлӗ илем конкурсӗ

Август уйăхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта инвалидсен хушшинче илемлӗх конкурсӗ иртет, ăна «Свобода» обществăлла организаци йӗркелет. Конкурсăн тӗллевӗ - çын сусăр пулни пурнăçпа туллин киленме пӗрре те чăрмантарманнине кăтартасси, тесе хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Илем конкурсӗ кунта виççӗмӗш çул иртет-мӗн. Шел пулин те, конкурсантсем миçен тата ăçтан килни пирки сайт çырмасть. Апла...

Август уйăхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта инвалидсен хушшинче илемлӗх конкурсӗ иртет, ăна «Свобода» обществăлла организаци йӗркелет. Конкурсăн тӗллевӗ - çын сусăр пулни пурнăçпа туллин киленме пӗрре те чăрмантарманнине кăтартасси, тесе хыпарлать чăваш халăх сайчӗ.

Илем конкурсӗ кунта виççӗмӗш çул иртет-мӗн. Шел пулин те, конкурсантсем миçен тата ăçтан килни пирки сайт çырмасть. Апла пулин те, сусăррисем валли çакăн пек уяв йӗркелесе хăйсене тӗрӗслеме, шалти тӗнчине ыттисене уçма май туса панăшăн шупашкарсене ырламалла кăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев