Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Юратсан юрлас килет

«Çӗр çинчи чи хăватлă, çепӗç туйăм - юрату, - тет пирӗн яланхи автор, Шăмăршă районӗнче пурăнакан Эдуард Семенов. - Ăна халалласа мӗн чуль сăвă-калав, роман калăпланă. Чăн та, тӗлӗнмелле... Пире вăл пурăнма вăй-хал парать». *** Эп сана кăна саватăп, Вӗри, çутă туйăмсем. Мӗншӗн-ши эсӗ туймастăн? Манăн сассăма илтсем. Çук вӗт...

«Çӗр çинчи чи хăватлă, çепӗç туйăм - юрату, - тет пирӗн яланхи автор, Шăмăршă районӗнче пурăнакан Эдуард Семенов. - Ăна халалласа мӗн чуль сăвă-калав, роман калăпланă. Чăн та, тӗлӗнмелле... Пире вăл пурăнма вăй-хал парать».
***

Эп сана кăна саватăп,
Вӗри, çутă туйăмсем.
Мӗншӗн-ши эсӗ туймастăн?
Манăн сассăма илтсем.

Çук вӗт пурнăç халӗ сансăр,
Сывлăш та çитмест хăш чух.
Питӗ йывăр, питӗ кансӗр,
Ма тесессӗн - эсӗ çук...

***

Хӗвел шевли пуль эсӗ?
Çутатрăн ман çула.
Çунатăп, тӗмсӗлетӗп
Юратăва пула.

Кашни кунах кӗтетӗп,
Пăхатăп кантăкран.
Сана савтăп эпӗ,
Юратăвăм эс ман.

Çунать вутла чӗреçӗм,
Кăлт-кăлт епле тапать.
Сана савап, пикеçӗм,
Тутам пăшăлтатать...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев