Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

100 Çулхи юбилее уявлама тытăнаççӗ

Сентябрӗн 5 – 9-мӗшсече Хусанта XIX Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ ӗçлет

Сентябрӗн 5 – 9-мӗшсече Хусанта XIX Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ ӗçлет

Унта кăтартма суйласа илекен кинолентăсене кăçал Тутарстанра  Наци культурисен тата йăлисен çулталăкӗ пулнине асрах тытнă. «Этно кино: ӳсӗм паллисем» ятарлă программа кăларнă чух шăп çакна шута илнӗ те. Пулас мероприяти çинчен «Татар-информ» информаци агентствинче Хусан халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Лябибовна Айтуганова каласа пачӗ.

Çитес çул февраль уйăхӗнче Тутарстан кинематографӗ 100 çул тултарассине иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ эпир. Çак пысăк юбилее халалланă ретроспектива çинчен каланăччӗ. Кинофестиваль программинчи тепӗр тема – патриотизм.

Конкурс программине тӗрлӗ номинаципе 52 лента кӗртнӗ.  Кашни номинацие пӗрер те пулин Тутарстан кинематографисчӗсен ӗçӗ кӗнӗ. «Наци киновӗнче» вара хамăрăн республикăра ӳкернӗ 12 лента. Тӗп конкурса кӗмен картинăсем 60 фильм. 300 пин тенкӗ ятарлă приз парса хавхалантаракан «Россия – исламский мир» программа та çакăнтах кӗрет. Çаплах «Ачалăха хăнана» ача-пăча валли ӳкернӗ фильмсене те «Мир»кинотеатрта конкурссăр кăтартаççӗ. Кăçал вăл аçтаха сăнарӗ пур наци культурисене пӗрлештернӗ, çавăнпа ячӗ те «Аçтаха кочӗ». Кунта ытларах мультфильмсем кăтартӗç. Тутарстан мультипликторӗн Сергей Киятровăн ӗçӗ пулать ку программăра, иккӗленмелли те çук. Анчах , «Эльтермешри старик» пирки татсах калаймăпăр, аçтаха сăнарӗ çук унта.

Андрей Кончаловскин фильмӗсен ретроспективине пăхма та интереслӗ пулӗ. Паллах, кӗске вăхăтрах пур киноне те пăхаймăпăр, анчах ӗçӗсем урлă режиссрпа çывăхрах паллашма май пулӗ. Хăçан тата харăсах темиçе фильм пăхăн пысăк ăстанне?

Совет, Раççей кинематографине пысăк тӳпе кӗртнӗ артистсемпе режисерсен юбилйӗсм тӗлне вӗсем ӳкернӗ е ӳкерӗннӗ лентăсене кăтартни те ырă: Леонид Гайдай, Лидия Вертинскаян, Владимир Басов – 100 çулхи юбилейӗсенехалалланă, Семен Фарадан 90 çулне, Инна Чурикован 80 çулхи юбилейне, Владимир Машков 60 çул тултарнă тӗле хатӗрленӗ ретроспектива кăтартӗç.

Кинофестивалӗн ӗçлӗ пайӗ тӗпрен илсен Хусан Кремлӗн территорийӗнче иртет – Халăхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗ, регионти кинорынок.

«Мир» кинотеатр яланхи пекех чи хӗвӗшӳллӗ вырăн пулӗ. Ача-пăча валли ӳкернӗ картинăсен программине асăнтăмăр ӗнтӗ. Кунта тата Светлана Тома, Елена Захарова актрисăсемпе тӗлпулу пулать. Вӗсем хăйсем ӳкерӗннӗ киносене кăтартӗç, каласа парӗç. Сăмах май, сентябрӗн 9-мӗшӗнче кинофестиваль вӗçленнӗ церемоние сентябрӗн 9-мӗшӗнче Хусан ратушинче Елена Захарова ертсе пырать.

«KazanMall» суту-илӳпе кану центрӗнчи «Киномакс-IMAX» кинотеатрта Равшана Куркова актриса сентябрӗн 6-мӗшӗнче «Я сделаю шаг» фильма  тата Эмир  Кустурица сентябрӗн 8-мӗшӗнче 2016 çулта ӳкернӗ «По млечному пути» картинăсемпе куракан умне тухаççӗ. Эмир Кустурица кинофестиваль вӗçленсен ирттернӗ церемоние те юлать. Вăл ТР культура министрӗн Ирада Аюповăн йыхравӗпе килет.

Кинофестиваль уçăлнă чух ирттерекен церемоние РФ тава тивӗçлӗ артистки Рамиля Исандер ертсе пырать.

Пӗлтӗрхи пекех кăçал та Хусан патшалăх культра университетӗнче кино ӗçне вӗренекен режиссерсемпе паллă ăстасем мастер-класс ирттерӗç.

Кинофестиваль ущжлнин церемоний. Г.Камал ячӗллӗ театрта иртет. Фестивале хутшăнакансем, çăлтăрсем хӗрлӗ кавир сарнă çулпа 18.00 сехетре иртме пуçлаççӗ, 19.00 сехетре церемони пуçланать. Кинофестиваль вӗçленнипе ирттерекен церемони Ратушăра сентябрӗн 9-мӗшӗнче пулать.

Сăнӳкрчӗк «Татар-информ» ИА, авторӗ Рамиль Гали.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино