Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

18.00 сехет тӗлне суйлавçăсенчен 66,5 проценчӗ сасăланă

ТР Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, 18.00 сехет тӗлне Тутарстанра пӗтӗмӗшле суйлавçăсенчен 66,5 проценчӗ сасăланă.

Паян республикăра пурăнакансем Тутарстан Раисне суйлаççӗ. Раис должноçӗшӗн суйлава тăватă кандидат хутшăнать: Рустам Минниханов («Единая Россия» парти), Хафиз Миргалимов (КПРФ), Виталий Смирнов (Раççейри пенсионерсен социаллă тӗрӗслӗхшӗн партийӗ) тата Руслан Юсупов (ЛДПР).

Муниципаллă суйлава 11,4 пин кандидат хутшăнать, çав шутран ытларах тӗп партисен представителӗсем, 2,6 пинӗ – самовыдвиженецсем. Çавăн пекех 18-мӗш номерлӗ Мелекесс округӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйлаççӗ паян.

Суйлав участокӗсем хупăниччен шутлă минутсем юлчӗç – 20.00 сехетре вӗсем хупăнаççӗ.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025