1920 ҫултанпа нумай шыв юхнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

1920 ҫултанпа нумай шыв юхнӑ

Пӳркел ялӗн библиотекинче кивӗ япаласен пӗчӗк музейӗ пур

 

Вӑхӑтран-вӑхӑта этем хӑй пурӑннин пӗтӗмлетӗвӗсене туса ирттерет. Ҫакӑн валли ҫавра ҫулсем, юбилейсем чух кӑна. ТАССР 100 ҫуллӑхӗ ҫывхарнӑ май, Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче 6 класра вӗренекенсем ял библиотекине ҫӗршывӑн, республикӑн, ялӑн аваллӑхне тӗпчеме килнӗ. Вӗсемпе Елена Хлынова библиотекарь ирттернӗ истори сехечӗн ячӗ "Пӳркел ялӗ документсемпе сӑнӳкерчӗксенче".

Ачасем хатӗрленӗ презентаципе паллашнӑ, библиотекарь тӑван ялӗнче 1920-2020 ҫулсенче пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинчен каласа панине итленӗ.

 


Нет комментариев