20 мăшăра туй тума грант панă
Çӗнӗ хыпарсем

20 мăшăра туй тума грант панă

Кăçал çулла ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви пӗтӗм çӗршывшăн хăйне евӗрлӗ социаллă проект – «Гранты Молодоженам» – хута ячӗ. 2025 çул вӗçлениччен министерство республикăри туй тума шутланă мăшăрсене 100 пин тенкӗлӗх грант парса пулăшать.

Августăн 12-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче «Гранты Молодоженам» проектăн пӗрремӗш  çӗнтерӳçисене чысларӗç. Хальхинче грант илме 20 мăшăр тивӗçрӗ. 

Грант укçине 35 çула çитмен тата республикăра 3 çултан ытларах пурăнакан мăшăрсене параççӗ. Çул вӗçлениччен çак пулăшăва 80 ытла çамрăк çемье илме пултарать. Ун валли заявка тултармалла тата видеовизитка хатӗрлесе собеседовани иртмелле. Укçа-тенке уяв церемонине пӗр-пӗр тематика формачӗпе йӗркелеме усă курмалла.

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 


молодежь #Гранты #министерство по делам молодежи рт

Нет комментариев