2021 çулта Тутарстанра уйрăлакансем нумайланнă
Çӗнӗ хыпарсем

2021 çулта Тутарстанра уйрăлакансем нумайланнă

«Иртнӗ çул пирӗн уйрăлакан мăшăрсем питӗ нумайччӗ, мӗншӗн тесен 2020 çулта, коронавирус пандемине пула эпир уйрăлупа çыхăннă услугăсене кӳмерӗмӗр», - тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн начальникӗ Гульшат Нигматуллина.

Пуçлăх палăртнă тăрăх, объективлă пулас тесен иртнӗ çулсенчи статистикăна танлаштармалла. «Эпир сăнанă тăрăх, уйрăлусен пӗтӗмӗшле шучӗ, вăтамран илсен пӗр шайра», – тесе палăртнă вăл. Пурӗ 2021 çулта уйрăлакансен шучӗ 14 876 мăшăра çитнӗ. 2018 çулта Тутарстанра 13 456 мăшăр уйрăлнă, 2019 çулта - 13 316. Çапла республикăра пӗрлешекен пин мăшăртан 603-шӗ уйрăлаççӗ.


Нет комментариев