2022 çулта суд приставӗсем 500 автомобиль арестленӗ
Çул-йӗрпе çӳрес йӗркесене пăснăшăн тӳлемен штрафсене пула пилӗкçӗр автомобилистăн машинине арестленӗ
Патшалăх автоинспекцийӗ аса илтернӗ тăрăх, 2022 çулхи июлӗн 25-мӗшӗнче 258-ФЗ Федераллă закон вăя кӗнӗ. Ун тăрăх, РФ Уголовнăй кодексӗн 104.1 статйин 1-мӗш пайне çӗнӗ, айăпланаканăн транспорт хатӗрне конфискацилеме май паракан пункт кӗртнӗ.
Пурӗ çак законпа иртнӗ çулта 5 автомобиль конфискациленӗ. Элмет районӗнче икӗ автомобиль, Хусанта, Çырчаллинче, Кукмор районӗнче – пӗрер. Йӗркене пăсакансем пирки йышăннă наказани – кашнинчех обязательнăй ӗç.
Тӗслӗхрен, Элметре суд айăпланнă хӗрарăма 240 сехет ӗçлеме наказани йышăннă тата унăн Audi Q7 машинине конфискациленӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекен мӗн пур çынна çул-йӗр правилисене пăхăнма чӗнсе калать!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев