2022-мӗш ҫулта Раҫҫейри 300 ытла ҫамрӑк ӑсчах пурӑнмалли ҫурт-йӗр валли сертификатсем илме пултараҫҫӗ
"Пурӑнмалли ҫурт – йӗр сертификачӗсем – ҫамрӑк ученӑйсене Правительство енчен пулӑшу памалли чи кирлӗ мерӑсенчен пӗри", - тенӗ министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ
2022-мӗш ҫулта Раҫҫейри 300 ытла ҫамрӑк ӑсчах пурӑнмалли ҫурт-йӗр валли сертификатсем илме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко каласа панӑ.
"Пурӑнмалли ҫурт – йӗр сертификачӗсем – ҫамрӑк ученӑйсене Правительство енчен пулӑшу памалли чи кирлӗ мерӑсенчен пӗри", - тенӗ министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, паянхи куна Раҫҫейӗн 27 регионӗнчи 133 ӑсчах заявкисене суйласа илнӗ ӗнтӗ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр валли сертификат илес тесен Миномбрнаукӑна пӑхӑнакан
аслӑ пӗлӳ паракан наука е вӗренӳ организацийӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех претендентсем 35 е 40 (доктор степенӗсене тытса тӑракансемшӗн) ҫултан аслӑрах пулмалла мар.
Кӑҫал программӑна анлӑлатма тата 1 миллиард тенкӗ хушнине палӑртнӑ. Ҫак программа экономикӑна чи малтан пулӑшмалли мерӑсем шайӗнче пурнӑҫланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев