Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта Хусанта 1,2 млн тваткал метр çурт-йӗр тума палăртнă

Юлашки пилӗк çул хушшинче Хусанта 4,8 млн тваткал метр çурт-йӗр хăпартнă


«Çурт-йӗр кирлӗ пулни, тунă хваттерсем сутăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Бизнес Хусан хăватне шанать», – тесе палăртнă Хусан ӗçтăвкомӗн ертӳçи Рустем Гафаров. Ун сăмахӗсемпе, Хусанти строительство сферинчи ӗçсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 70 миллиард тенке çитнӗ, ку кăтарту пӗлтӗрхинчен 40 процент ытларах. 
Унсăр пуçне, юлашки пилӗк çулта Хусанта 4,8 млн тваткал метр çурт-йӗр тунине те палăртнă пуçлăх. 
«Ниме пăхмасăрах, иртнӗ çул Хусанта темиçе çӗнӗ йышши проект хута кайрӗ, вӗсенчен пӗр пайӗ промышленность территорийӗсенн çӗнӗрен хута янипе (ревитализацийӗпе) çыхăннă. Çакă Хусанăн хăтлăхӗ çине те лайăх витӗм кӳмелле», – тесе пӗтӗмлетнӗ Хусан ӗçтăвкомӗн ертӳçи. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев