Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2025 çула амăш капиталӗн калăпăшӗ паллă

Çитес çул амăш капиталӗ пӗрремӗш ачашăн 46 пине, иккӗмӗш ачашăн 61 пине ӳснине пӗлтернӗ РФ ӗçпе социаллă хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков.

«Кăçалхипе танлаштарсан тепӗр çул пӗрремӗш ачашăн 46 пине, иккӗмӗшшӗн – 61 пине ӳсет. Эпир амăш капиталӗпе 1 миллиона яхăн çын усă курасса шанатпăр», – каласа хăварнă министр.

Вăл палăртнă тăрăх çитес индексаци февральте пулать. Пӗрремӗш ачашăн 677 пин тенкӗпе, иккӗмӗшшӗн 894 пин тенкӗпе танлашать. 2025 çулта амăш капиталне тӳлеме бюджетран  649,2 миллиард тенкӗ уйăрнă.

Ачаллă çемьесене финанс пулăшăвӗ «Демографи» наци проекчӗ шайӗнче парăнать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-инфор» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нац проект