5 минутлă арбуз варенийӗ
Çӗнӗ хыпарсем

5 минутлă арбуз варенийӗ

Хуппинчен тата вăррисенчен тасатнă арбуза пысăках мар тăваткалсем туса вакламалла. Сӗткенӗ тухмашкăн сахăр песокӗ хушса 1 – 2 сехет лартмалла.

Кун хыççăн вăтам çулăм çинче вӗреме кӗнӗ хыççăн 5 минут пӗçермелле, сӳнтерсе сивӗтмелле, унтан каллех вӗреме кӗртсе 5 минут пӗçермелле, виççӗмӗш хутӗнче корица хушса 5 минут вӗретсен вӗриллех маларах стерилизацилесе хунă банкăсене тултарса хӗлле валли хупмалла. 

1 кг арбуз, 500 гр сахăр песокӗ, тутă кӗртме кăшт корица кирлӗ.

 


Рецепты

Нет комментариев