Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

6 пине яхăн ыйту килнӗ

Кăçал Тутарстанра «Халăх контролӗ» системăна 6 пине яхăн ыйту килнӗ. Çакăн пирки журналистсене ТР Раисӗн Коррупцие хирӗçле политикин ыйтăвӗсемпе ӗçлекен управленийӗн уйрăм заведующийӗ Равия Шрша пӗлтернӗ.

«6 пине яхăн ыйтуран 2228-шне татса панă, 1679-шне пурнăçа кӗртме планланă, 258 ыйтăва тивӗçтерме çук тесе хурав панă, тепӗр 1614-шӗ хальлӗхе ӗçре», – тесе пӗлтернӗ вăл.

Килнӗ ыйтусенчен пысăк пайӗ территорисене хăтлăрах тăвассипе çыхăннă. Çулсене юсассипе, урамра çутă юписем лартассипе те ыйтусем чылай. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нарушение пдд народный контроль