8-16 çулти ачасен пособийӗ 6 пин тенкӗрен пуçласа 12 пин тенкӗ таран пулать
Сахал тупăшлă çемьесенче шкула çӳрекен çул çитмен ачасем пур-тăк, вӗсен пособи илме май пулать.
8-16 çулти ачасене регионра пӗр ача пуçне пурăнмалли минимум мӗн чухлӗ пулнине шута илсе пособи тӳлӗç. Çемье çак минимумăн 50, 75 е 100% илме пултарать. Ку вăл вăтамран илсен 6-12 пин тенкӗ, тесе пӗлтернӗ РФ Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков.
Тӳлевӗн никӗсӗнче - регионти пӗр ачан пурнас минимумӗн çурри, анчах та çемьери пӗр çын пуçне тивекен тупăш çак тӳлевпе те пурнас минимумран сахалтарах пулсан, пособие пурнас минимумăн 75 процентен çута илсе тӳлӗç. Енчен те тупăш кун пек те çителӗксӗр пулсан, пособине 100 проценчӗпех тӳлӗç тесе пӗлтернӗ Ӗçпе социаллă хӳтлӗх министерствинче. Пилӗк миллиона яхăн ачан ашшӗ-амăшӗ çак тӳлевсене май уйăхӗнче илӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев