Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасен библиотеки Чăваш чӗлхи кунне хутшăннă

Майăн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи Ю.А.Гагарин ячӗллӗ ачасен тӗп библиотекин ӗçченӗ Ольга Таймухина, райцентрти «Шурă хурăн» фольклор ансамблӗ вырăнти Культура çуртӗнче иртнӗ «Чăваш чӗлхи – тăван чӗлхе» ятлă уява хутшăннă.

Çак уява чăвашсене çутта кăларакан паллă вӗрентекен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевăн тăван чӗлхене аталантарас, чăвашсен çӗнӗ çырулăхне пуçарса ярас ӗçне пысăка хурса хакланă. Уява хутшăнакансем Яковлевăн произведенийӗсене вуланă, чăвашла юрăсем юрланă, тăван чӗлхепе сăвăсем каланă, халăх кӗпе-тумне кăтартнă, куракансене чăвашсен апат-çимӗçӗпе сăйланă. Чăвашсене халалланă пуян кӗнеке куравӗпе паллашма кирек кам та пултарнă. Ачасем чăвашсен пуç тăхăнмалли хатӗрсене кăсăкланса пăхнă, вӗсене пуринчен те ытларах чăваш тумӗ тăхăнтартнă пукансем интереслентернӗ.  

Ольга Таймухина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев