Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Айгиз Баймухаметовăн «Ан хăвар, анне» повеçӗ тăрăх кино ӳкерме пуçланă

«Мӗнле чӗлхепе ӳкереççӗ ку фильма?» – интереслентӗмӗр тусăмăртан. «Вырăсла», – терӗ вăл. Эппин чăтăмсăррăн кӗтетпӗр Вилюра Исандавлетован ӗçне!

Çамрăк пушкăрт çыравçине Айгиз Баймухаметова «Сувар» хаçата çуллен çырăнса илсе вулакансем аван пӗлеççӗ. Унăн «Ан хăвар, анне» (кӗнеки чăвашла «Ан пăрах, анне» ятпа тухрӗ), «Юмахсăр ачалăх», «Урам ачисем» повеçӗсене пирӗн вулакансем питӗ кăмăлласа йышăнчӗç.

Малтан амăшӗсӗр, унтан ашшӗсӗр тăрса юлнăскерӗн ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Пурнăç йӳççине питӗ те çамрăкла туйнă пулас çыравçă. Çавăнпах унăн хайлавӗсем чуна пырса тивеççӗ, хуть хăш калавне е повеçне вулама пуçласан та вӗçне çитмесӗр алăран ярас килмест. Хайлавӗсенче хăйӗн пек тăлăх ӳсекен, атте-анне ăшши, юратăвӗ çитмен ачасен пурнăçне çутатать вăл. Унăн кӗнекисем вун-вун чӗлхепе пичетленеççӗ.

Айгиз Гиззатович «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ. Хусана килсен пирӗн редакцие те кӗрсе тухма тăрăшать вăл. Халиччен икӗ хутчен пулса курчӗ вăл пирӗн патра. Пултаруллă пушкăрт тусăмăрăн çитӗнӗвӗсемшӗн эпир чунтан савăнатпăр. Юлашки вăхăтра ун пурнăçӗнче нумай ырă улшăну пулса иртрӗ: Айгиз Гиззатович 2020 çулхи февральтенпе пушкăрт çамрăкӗсен «Шонкар» журналне ертсе пырать; 2022 çулхи декабрь уйăхӗнче ăна Пушкăртстан Республикин Писательсен союзӗн председательне суйларӗç; тусăмăр çемье çавăрчӗ – кăçал унăн Аяз ятлă ывăл çуралчӗ; халӗ вăл Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвӗн – Курултайӗн çиччӗмӗш пухăвӗн депутачӗ пулма хăй çуралса ӳснӗ Белорецк суйлав округӗнчен кандидата тăнă.

Паян тепӗр ырă хыпар çитрӗ Айгиз Баймухаметовран: унăн «Ан хăвар, анне» кӗнеки тăрăх илемлӗ фильм ӳкерме пуçланă. Кино ячӗ – «Не оставляйте нас». Режиссерӗ – Вилюра Исандавлетова. Фильмри тӗп сăнарсем – пушкăртпа вырăс ачи. Çавăнпа та кинори сценăсене чиркӳре те, мечӗтре те ӳкереççӗ. Фильма ӳкерме пуçланă чух пачăшкă та пил панă. Паллах ӗнтӗ, кино ӳкерес ӗçе тытăннă çӗрте Айгиз Гиззатович хăй те пулнă паян.

«Мӗнле чӗлхепе ӳкереççӗ ку фильма?» – интереслентӗмӗр тусăмăртан. «Вырăсла», – терӗ вăл.

Эппин чăтăмсăррăн кӗтетпӗр Вилюра Исандавлетован ӗçне!

А.Баймухаметов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино